Шырав
Шырав ĕçĕ:
Архип Григорьевичпа пӗр ӳсӗмрискер, Питан Тимошӗ хӑй тантӑшӗсенчен темиҫе ҫул кӗҫӗн пек курӑнать-ха.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иккӗшӗ те шкулта, — вӗренӳре, тӗрлӗ ӗҫре тантӑшӗсенчен юлмарӗҫ, маларах та пулчӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Ушкӑнри тантӑшӗсенчен каччӑсен куҫне ытларах ун пеккисем тӗл пулаҫҫӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Ҫапах вӑл пӗрле ӗҫлекен тантӑшӗсенчен ытларах пурнӑҫ курнӑ, хура-шура ҫамрӑклах тӳснӗ.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ун тантӑшӗсенчен никам та каччӑпа ҫывӑх пулни илтӗнмест.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл арҫынтан телейлӗ пулнӑ-ха, каччӑ тупма пултарнӑ, унӑн тантӑшӗсенчен нумайӑшӗ ӗмӗрлӗхех ватӑ хӗр шутӗнче юлнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Анчах ӗҫ тухаймарӗ унӑн, лешӗ шав Шӑхальтен пӑрӑнчӗ, тантӑшӗсенчен пӗрре те уйрӑлмарӗ.
Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавна пулах пуль халӗ тантӑшӗсенчен ытларахӑшӗнни пекех, Ула Тимӗр сӑн-питӗнче те ҫамрӑк, вӗри юн выляни, тапса тӑракан вӑй-хал палӑрсах каймасть, пӗвӗ те пурӑннӑ ҫулӗсен шутне тивӗҫлӗ шая ӳссе ҫӗкленеймен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унӑн тантӑшӗсенчен уйрӑлас килменни паллӑ, анчах ним тума та ҫук.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лавр тантӑшӗсенчен мӗн чухлӗ ҫамрӑк хӑйӗн ӗҫӗпе чапа тухрӗ!
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Чӑн та, Шаликов пӗвӗпе хӑйӗн тантӑшӗсенчен пуринчен те лутрарах, никам та ӑна вун улттӑ тултарнӑ теес ҫук.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
«Вӗсен шухӑшлавӗ те ҫур ӗмӗр каяллахи тантӑшӗсенчен урӑхларах, тӗнче ҫине те пачах хӑйне евӗр куҫпа пӑхаҫҫӗ»,— тесе каланӑччӗ пӗр ӑсчах цифра трансформацине халалланӑ форумра.
Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/
Анушка алли кӗсьере хӑй тӗллӗнех Карачӑман лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫыруне хыпашласа тупать, хӗрачан ӑна тантӑшӗсенчен кӑшт пӑрӑнса тепӗр хут вуласа тухас кӑмӑл килсе каять.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
- Вӗренӳ кӗнекисен Федерации шайӗнчи переченьне тӳрлетӳсем кӗртнӗ Унтан 900 вӗренӳ пособине кӑларнӑ, ҫӗнӗ стандартсемпе килӗшсе тӑраканнисене кӗртнӗ, вӑл шутра сывлӑх тӗлӗшӗнчен тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑраканнисене валли те.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html
Тимуш ӑна асӑрхарӗ те, тантӑшӗсенчен уйрӑлса, ун патне хапха умне пырса тӑчӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сывлӑх енчен тантӑшӗсенчен уйрӑлсарах тӑракан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче Хӗл мучипе Юрпике пулнӑ.В Кугесьском доме-интернате для детей с особенностями здоровья побывали Дед Мороз со Снегурочкой.
Ачасене тухьяллӑ Юрпике саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30569.html
Вӑл мӗншӗн ҫапла хӑтланнине тавҫӑрса илме йывӑр мар, ӑна тӑван витерен кӑларса пӗр-пӗччен таҫта хӑваласа илсе каясшӑн, тантӑшӗсенчен уйӑрасшӑн.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл Клесовӑна тата Сарнына кайса ҫӳреме пуҫларӗ, унта хӑй пӗлнӗ ҫынсенчен тата хӗр тантӑшӗсенчен пире интереслентерекен сведенисене пӗлсе килетчӗ.Она стала бывать в Клесове и Сарнах, где от знакомых и подруг узнавала то, что нас интересовало.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӑй пек тантӑшӗсенчен хӑйне темӗскер уйӑрса тӑнине вӑл хӑй те туйнӑ, анчах мӗскер вӑл — ӑна Фома ӑнланса илеймен.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тантӑшӗсем унран кулнӑ, ӑна вӗсем айван тесе шутланӑ; хӑй ҫине ҫакӑн пек пӑхнинчен кӳренсе, Фома тантӑшӗсенчен пӑрӑнса ҫӳренӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.