Шырав
Шырав ĕçĕ:
Провинциаллӑ конгресс пуҫтарнӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри ополчени Британи губернаторӗ Джозайя Мартин пухнӑ хӗҫпӑшаллӑ отрядсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарнӑ, ҫакӑ Ҫурҫӗр Каролинӑри Америка революцийӗн таврӑнми саманчӗ пулса тӑнӑ.
Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83
Ҫав самантра хӑй мӗнле серепене лекнине, ҫак кунтан пуҫласа хӑйӗн ирӗклӗ яшлӑхӗ, хусах ӗмӗрӗ таврӑнми иртсе кайнине ӑнланса илчӗ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Те каялла таврӑнми иртсе кайнӑ ҫулсене шеллесе, те ӳкӗнсе — хӑй те пӗлмест-ха.И то ли ему жаль невозвратного прошлого, то ли наоборот — он и сам не может понять.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Элкей Павӑлӗ паянхи вулакана мӗнпе кӑсӑклантарать тесе ыйтсан, ҫапла калама юрать: ку сӑнар пирӗншӗн иртсе кайнӑ вӑхӑта тарӑнрах ӑнланма пулӑшать, унра нихҫан каялла таврӑнми самана паллисем сыхланса юлнӑ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Кайран вӑл киле те таврӑнми пулчӗ: ҫывӑрма та заводах юлатчӗ.Потом он даже домой не приходил, а всё время был на заводе и ночевал там.
Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Пурте халичченхисемех, анчах пурте пӗчӗкленнӗ, лутраланнӑ, хама хам вара ӳснӗ, йывӑрланнӑ, япӑхланнӑ пек туйрӑм; кил-ҫурт ҫапах мана, ҫакнашкал путсӗре, хӑйӗн ытамне савӑнсах йышӑнать; урай хӑмисем, чӳречесем, пусма картлашкисем, пур сас-хурапа хусканусем те ман куҫ умне таврӑнми иртнӗ телейлӗ кунсен пиншер сӑнарӗсене, туйӑмӗсене, ӗҫӗсене кӑларса тӑратаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Телейлӗ, телейлӗ-ҫке ача чухнехи таврӑнми иртнӗ вӑхӑт!
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл нихҫан таврӑнми ҫухалнӑ ҫутӑ вӑхӑта, хӑй нимӗнпе вараланман этем пулнӑ кунсене аса илсен, унӑн чӗри тӳсме ҫук ыратса кайрӗ; чуна кӳрентерекен йывӑр, салхуллӑ туйӑм ҫавӑрса илчӗ ӑна, — мӗншӗн пурӑнать-ши вӑл? — макӑрса ярас килнипе унӑн пырӗ тӑвӑлса килчӗ.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Леш ырӑ шӑрша — чие шӑршипе калама пӗлмелле мар, тахҫан пулса иртнӗ, урӑх нихҫан таврӑнми ҫамрӑклӑх вӑхӑчӗсене аса илтерекен пӑлханчӑк шӑрша тепре туйса пӑхас тесе, старик кинне каллех чуп туса илчӗ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Дуняшка арча ҫинче амӑшӗн хура юбки, кӗпипе хулӑн пиртен ҫӗленӗ пушмакӗсем — вилнӗ хӗрарӑмсене нихҫан таврӑнми инҫе ҫула ӑсатнӑ чух тӑхӑнтаракан пӗтӗм ҫи-пуҫ таврашӗ выртнине курчӗ, — курчӗ те шурса кайрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий арпашӑнса пӗтнӗ тетел хӳри пек чӑлханчӑк шухӑшӗнче тахҫан пурӑнса ирттернӗ кунсене пӑлхатса ухтарчӗ, нихҫан каялла таврӑнми ҫӗтсе ҫухалнӑ пурнӑҫ лӑстӑкӗсем хушшинче Аксинья патне ҫитсе тухрӗ.
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лушкӑпа ирттернӗ кунсем халӗ Давыдова нихҫан таврӑнми иртсе кайнӑ ытарма ҫук кунсем пек туйӑнаҫҫӗ.Все пережитое с Лушкой теперь казалось Давыдову прекрасным, но невозвратимым и далеким прошлым.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах та вӑл пурнӑҫ уншӑн халӗ яланлӑхах, нихҫан таврӑнми ҫухалчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1