Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнмаҫҫӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асатте, — вӑл пирӗн аттен ашшӗ пулать тата халь пирӗн председатель шутланать, — килмеҫҫӗ, тет, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла йӑтса таврӑнмаҫҫӗ, тет.

Дедя наш, маткин, значит, отец, он у нас сейчас за председателя, говорит: не воротятся, мертвого, говорит, с погоста не таскают.

14 сыпӑк // .

9. Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.

9. Ибо вот, Я подниму и приведу на Вавилон сборище великих народов от земли северной, и расположатся против него, и он будет взят; стрелы у них, как у искусного воина, не возвращаются даром.

Иер 50 // .

4. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ӳксессӗн тӑмаҫҫӗ-им вара, ҫултан аташсассӑн каялла таврӑнмаҫҫӗ-им?

4. И скажи им: так говорит Господь: разве, упав, не встают и, совратившись с дороги, не возвращаются?

Иер 8 // .

10. Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.

10. Как дождь и снег нисходит с неба и туда не возвращается, но напояет землю и делает ее способною рождать и произращать, чтобы она давала семя тому, кто сеет, и хлеб тому, кто ест, -

Ис 55 // .

3. Пӑрушӗсене пӑруланӑ, путекӗсене пӑранланӑ чухне, хӑйсен ӑшне пушатнӑ чухне вӗсем авкаланаҫҫӗ; 4. пӑрушӗсем, путекӗсем аталанаҫҫӗ те хирте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, пӗр уйӑрӑлса каяҫҫӗ те амӑшӗ патне таврӑнмаҫҫӗ.

3. Они изгибаются, рождая детей своих, выбрасывая свои ноши; 4. дети их приходят в силу, растут на поле, уходят и не возвращаются к ним.

Иов 39 // .

Вӗренме кӑна кайсан аванччӗ-ха, анчах тивӗҫлӗ пӗлӳ, специальноҫ илсен каялла таврӑнмаҫҫӗ-ҫке.

Хорошо, когда едут только учиться, но получив достойное образование, специальность, не возвращаются обратно.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех