Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бричкӑна хӑвӑрт тиерӗҫ, ҫурӑмӗсене мӑкӑртнӑ вӑкӑрсем, йывӑҫ сӳсменсем ҫине выртса, лава станица ларакан сӑрта аран-аран туртса хӑпартрӗҫ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лавҫӑсем кӑшкӑрашни, сӳсменсем чӗриклетни, кустӑрмасем кӗмсӗртетни, лашасемпе вӑкӑрсем урисемпе пылчӑка ҫатлаттара-ҫатлаттара пусни кӑнтӑрла та, каҫхине те чарӑнман.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӳсменсем чӗриклетрӗҫ, пушӑсем шартлатрӗҫ, кустӑрмасем шалтӑртатма пуҫларӗҫ, вара лавсем тӗп вӑрман тӑрӑхӗ еннелле ҫаврӑнса кайрӗҫ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑрт варрине ҫитсен, лавҫӑсем тата хытӑрах шавлама пуҫларӗҫ, вӑкӑрсем, ытла йывӑррипе йывӑҫ сӳсменсем ҫине выртса, чӗркуҫленсе лараҫҫӗ, хура трубаллӑ тимӗр сӑрт вырӑнтан та тапранмасть.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницăсем:
- 1