Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнӗвне (тĕпĕ: сӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, туйӑма парӑнса, пуҫпа шухӑшламасӑр сивлерӗм эпӗ Петя сӗнӗвне.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унӑн сӗнӗвне те сивлерӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӗсен сӗнӗвне шута илсе Альбина Алексеевна ҫӗнӗ вырӑна ӗҫлеме куҫать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Кун пирки вӑл майӑн 29-мӗшӗнче РФ вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко сӗнӗвне хирӗҫ нацпроектсен канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Путин спортӑн пӗрлехи комплекслӑ программине йӗркелес шухӑша ырланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3791507

Букетсене хатӗрленӗ чухне кашнин кӑмӑлне, сӗнӗвне шута илме тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Каччӑ хӑйсен сӗнӗвне пуҫа илни Иван Капитоновнча савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тавтапуҫ, кӑн-кӑвак куҫлӑскерӗм, Тӑхӑнтарнӑ ҫунат хунтӑлать: Тӳпӳне тӗмсӗлсех йӳпсемерӗм Ыттисен сӗнӗвне — хӑстарать.

Куҫарса пулӑш

Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html

Ентешӗсем хӗрарӑм сӗнӗвне ырласа йышӑннӑ, строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламалли лапама часах палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Саркай сӗнӗвне пур ҫӗрте те шута илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл авторитет.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Атьӑр, — хава илчӗҫ ун сӗнӗвне пурте харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ула Тимӗр пӗр супка юлташӗн самаях ӑмсануллӑастаруллӑ сӗнӗвне ӑспа калла та малла ҫавӑрса тӑчӗ, юлашкинчен хӑй те ҫутӑ сӑхӑпа ҫуталса кайрӗ: чӑнах, колхозра ӗҫлесе илнӗ чӑлт-чалт укҫапах часах «тӗкленессиураланасси» ик телейлӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, ученӑйсен сӗнӗвне йышӑнса, сиенлӗ хуртсене те наркӑмӑшлӑ химикатсемпе мар, бактериллӗ имҫампа тусанласа пӗтермелле?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн сӗнӗвне йышӑнман пулин те, ан тив, ҫынсем пӗлччӗр, хӑйшӗн мар, колхозшӑн ҫуннӑ-ҫке-ха, уншӑн ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Миннигел хӑй те вӗсен сӗнӗвне хаваслансах йышӑнчӗ».

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытларикун туссен сӗнӗвне, пулӑшӑвне шанма пултаратӑр.

Во вторник при необходимости вы смело можете рассчитывать на дельный совет и помощь друзей.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫынсен сӗнӗвне те илтмелле, анчах хӑвӑрӑн пуҫ пурри пирки те манмалла мар.

Полезно прислушиваться к чужим советам, но при этом не терять собственной головы.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Профессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса панӑ чухне опытлӑ ӗҫтешӗрсен сӗнӗвне итлӗр.

В решении профессиональных вопросов следует прислушиваться к советам более опытных коллег.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах астӑвӑр: ӗҫтешсен сӗнӗвне те хӑлха хӗррипе ирттерсе ямалла мар.

Однако помните, что уверенность-уверенностью, но сейчас не стоит пренебрегать мнением коллег по работе.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сулейман Сахиб-Гирей сӗнӗвне йышӑнса ҫийӗнчех договор турӗ ҫеҫ мар, ку договора Сахиб темле майпа манса хӑварнӑ питӗ кирлӗ пункт кӗртме те ӑс ҫитерчӗ: Хусан ӳлӗмрен Турци лартнӑ хансене ҫеҫ йышӑнать, Турци Хусана кирлӗ вӑхӑтра яланах ҫар пулӑшӑвӗ парать!

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Крымри Ширинсем, — терӗ Аппак, — пирӗн хан сӗнӗвне чунтан ырлаҫҫӗ, вӗсем Хусан престолӗ валли Сахиб-Гирейрен лайӑх ҫын тупма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех