Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗнеҫҫӗ (тĕпĕ: сӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ характерӑн лайӑх енӗсене кӑна кӑтартма сӗнеҫҫӗ.

Сейчас стоит проявлять только позитивные качества характера.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑши ҫурисем тӗрлӗ меслет сӗнеҫҫӗ, анчах виҫҫӗшӗ те (Асли, Вӑтамми тата Кӗҫӗнни – вӗсен сӑмахӗсене Лиза, Миша тата Ваня вулаҫҫӗ) Сарӑ Кушак аллине ҫакланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

Тӗрлӗ илӗртӳлӗхрен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ, лайӑхах мар ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр, унсӑрӑн ку япӑхпа вӗҫленес хӑрушлӑх пур.

Рекомендуется воздержаться и противостоять различным соблазнам, а также необходимо ограничить общение с нехорошими людьми, иначе это может привести к плохим последствиям.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере ҫӑлтӑрсем сире производство тата финанс йӗркисене ҫирӗплетме сӗнеҫҫӗ.

Звёзды рекомендуют на этой неделе заняться укреплением производственной и финансовой дисциплины.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Калаҫасса та кунта мӗнех калаҫӑн — пурте таву калаҫҫӗ кӑна, унтан ҫумри юлташа черкке сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫӑлтӑрсем канмалли кунсене ҫывӑх ҫынсемпе ирттерме сӗнеҫҫӗ.

Выходные звёзды рекомендуют провести в окружении близких.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем канмалли кунсене ӗлӗкхи туссемпе е тӑвансемпе ирттерме сӗнеҫҫӗ.

Выходные звёзды рекомендуют провести со старыми друзьями или родственниками.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Потапова издательствӑна ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ, пысӑк вырӑн сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӑш-пӗр ӑслӑ ҫынсем апат ҫинӗ чух сӗтел хушшинче шӑппӑнрах ларма сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫурӑлакан япала курсан йӗрке хуралҫисем ҫакна пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: ҫывӑха пымалла мар, аяккалла чупмалла, ятарлӑ служба ӗҫченӗсене чӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60625

Фермерсем те мӗн ытларах сутӑннине тӗпчеме пултараҫҫӗ, ҫенӗ продукци сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Кунтах калчасемпе хунавсем сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Ку эрнере тупӑшлӑ тата интереслӗ пек туйӑнакан пӗр ӗҫпе кӑна аппаланма сӗнеҫҫӗ.

На этой неделе можете попасть впросак, если сосредоточитесь на одном деле, которое покажется вам выгодным и интересным.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакна тӗрӗс ӑнланман пирки те ӗнтӗ пирӗн чылайӑшӗ чӑваш орфографине вырӑс орфографийӗ майлӑ, чӑваш грамматикине вырӑс грамматики майлӑ тума сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑшӗ-пӗрисем вара япалан паллине изафетпа кӑна кӑтартма сӗнеҫҫӗ, ытти мелсемпе усӑ курнине чӗлхепе пӑсни теме пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫӑлтӑрсем шӑпах халӗ ӗҫлӗ партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме сӗнеҫҫӗ.

Звёзды предлагают вам именно сейчас начинать налаживание контактов с деловыми партнёрами.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче ҫӑлтӑрсем хӑвӑр пирки шутлама сӗнеҫҫӗ.

В начале недели звезды советуют подумать о себе.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпах халӗ пӑрӑхсем хума, электричество кӗртме е улӑштарма сӗнеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.

Именно сейчас займитесь трубопроводом и электричеством.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем япала туянма, юсав ӗҫӗсем тума, пурӑнмалли кӗтесе улӑштарма сӗнеҫҫӗ.

Рекомендуются покупки, проведение ремонтных работ, смена места жительства.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех