Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулсем тӑрӑх сӑртран хӑвӑрт анмалли тӗс.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Сӑртран пӗр ушкӑн халӑх анать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑртран айлӑмалла пӑхсан, унта та кунта тӳннӗ телеграф юписем, ҫунса хуралнӑ танк мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем халӗ те мӑкӑрланаҫҫӗ-ха.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пурӑннӑ чух, тӑванӑм, пурӑнатпӑр Сӑртран сӑрта ҫӳрен палан пек.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Унталла ан кай, каялла кай, тенӗ пек, каялла чӗннӗ пек, сӑртран, Тимуша хирӗҫ хуп-хура шыв кӗрлесе-шавласа анать.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫав самантра пирӗн еннелле сӑртран вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулсенчи икӗ арҫын ҫӑмӑллӑн утса анни курӑнчӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Эппин, Иван Антонович, ГЭС шывӗ кунта ҫитиех хӑпарать-ха? — ыйтать тахӑшӗ сӑртран.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Ӑна-кӑна пӑхмасӑр хӗрача сӑртран ярӑнма пуҫларӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Умра — сӑртран шыв хӗрринелле кӑтраланса анакан вӑрман хӗрринче — ӗҫ шавӗ кӗрлет.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӑртран лайӑхрах курӑнать, — терӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мана шанса панӑ танк темле лачака урлӑ та каҫнӑ, темле сӑртран та хӑпарнӑ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Пӑхсан, куратӑн-ха сӑртран: Кунта илемлӗх, тулӑх, хӑтлӑх, Анчах чӗр чунӗ ӑнсӑртран Кӗрсен, тухман-мӗн — ҫӑтнӑ путлах.
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ишут Ухтеров Кӗпер патне васкать сӑртран.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сӑртран пӑхать хӗр, кулкалать, — Ыр туйӑмне паян кам пуле, — Утать…
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Улӑх тӑрӑх хӗрсем килеҫҫӗ, сӑртран ансӑр сукмакпа шкул ачисем ушкӑнпа анаҫҫӗ, ҫывӑхри урамсенчен тухман ҫын пӗрре те юлман.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑртран аялалла аннӑҫемӗн ун хӑлхине музыка пек янраса тӑракан ӗҫ шавӗ ытларах хупласа пырать, куҫсем ҫуллахи хӗвеллӗ кунӑн мӗнпур эрешне сӑнаса илме те ӗлкӗреймеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сӑртран пӑхсан, вӑл хӑйсен пӳртӗнче нимле ҫутӑ та курманччӗ, анчах ҫырма урлӑ каҫса тӑкӑрлӑка кӗчӗ те пӳртре ҫап-ҫутӑ лампӑ ялкӑшса ҫуннине асӑрхарӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вунсакӑр ҫухрӑм теҫҫӗ ҫак сӑртран пирӗн пата ҫити…
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.