Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнӗ (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑна кирек епле тӑма ыйтсан та кашнинчех унӑн ӑслӑ сӑнӗ куҫа тӑрӑнать. Вениамин Папченко — нумай вӗреннӗ ҫын. Мучи паян та кӗнеке вулама юратать», — каласа кӑтартать ватӑсене сӑн ӳкернӗ специалист.

Куҫарса пулӑш

85 ҫулти мучи фотомодель пулма килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37334.html

Храмӑн тӗп паллӑ вырӑнӗсем — алтарь сӑнӗ, Бакоца часавайӗ, мул управӑшӗ.

Главные достопримечательности храма — алтарный образ, часовня Бакоца, сокровищница.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Кивӗ хула сӑнӗ

Вид на старый город

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Штурово енчен курӑнакан Эстергом базиликин сӑнӗ

Вид на Эстергомскую базилику со стороны Штурова

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ сӑнӗ

Вид на Большой призматический источник

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 1%83%D2%AB

Тиллин сӑнӗ те, ӑсӗ те пур, чи кирли — унӑн тӳсӗмлӗх пур, тӳсӗмлӗхе пула вӑл «вилме маннӑ» ватӑ ҫулне ҫитиччен пурӑнать, ҫапах та чӑваш ятне ҫӗртмест.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халь-халь куҫӗсем уҫӑлас пек, чечек сӑнӗ, илемӗ курӑнас пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Арк 1950-ран курӑнакан Монблан сӑнӗ

Вид на Монблан из Арк 1950

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Aiguille Rouge ҫинчен пӑхсан курӑнакан Монблан сӑнӗ

Вид на Монблан с Aiguille Rouge

Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA

Паркӑн Уйӑхри евӗр сӑнӗ

Лунный пейзаж парка

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Эмисферик умӗнче вырнаҫнӑ Умбракл сӑнӗ

Вид на Умбракл на фоне Эмисферика

Умбракл // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%BA%D0%BB

Майхар хулан тавралӑхӗн сӑнӗ

Вид на окрестности города Майхар

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Тинӑн сӑнӗ салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сас кӑлармасӑр вулама пуҫларӗ, вуланӑҫем унӑн сӑнӗ ҫуталса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашнӑ, куҫӗсем те, чӑмӑр питҫӑмартийӗсем те путса кӗнӗ, хӗрлӗ сӑнӗ шуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫара кайичченхи сӑнӗ ӗнтӗ — ҫамрӑк-ха унта кил хуҫисен ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малти стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан пысӑклатса ӳкернӗ сӑнӗ ҫавӑнах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ хӗррипе чеен пӑхса илчӗ Юмӑҫ Укань, кӑмака патнелле, Сантӑрккан сӑнӗ улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ мӗнле ларнӑ ҫаплипех ларать каска пукан ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл Кулюккан сӑнӗ мӗнле улшӑннине курасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савнӑ хӗр сӑнӗ куҫ умне тухса тӑрсанах, сивви те сисӗнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех