Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинех акӑ хӗре хӗрхенсе пӑрахрӗ, вара ҫирӗпрен те ҫирӗп спирт хӗлхем капламӗ витӗр — ку уншӑн питех те хӑнӑхнӑ тӑрӑм, вӑл йышӑннӑ порцие опытлӑ куҫ та тӳрех палӑртаймӗ, — ҫамкине кӑштах пӗркелентерсе старик кӗретех туять: вӑл чӑнлӑхпа шухӑш сӑнарлавӗ хушшинче вӑтам темӗскере мар, чӑннипех чӗрӗ ҫынна курать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тупассишӗн хӑрамасӑр, вӗҫне-хӗрне темӗнле майпа пӗтерме хӑтлансан те, флакона килӗнче пытараймасть; айӑпне хӑй йышӑнасран кӑна шикленет пулин те — чирлӗ сӑнарлавӗ тӗлӗнтерсе антӑратакан йышши ӑнсӑртлӑхсем ӑсласа кӑларать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ «Целеста» ҫинчен каласа пӗтертӗм ҫеҫ — Дэзин пуян сӑнарлавӗ мана та, ыттисене те пачах та кӗтмен тӗшмӗртӳсемпе ҫавӑрса ячӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑ чӳречен тӗксӗм кантӑкӗн сӑнарлавӗ евӗр: Горн йӑл кулӑпа витӗнчӗ, — ҫул варринче ӑш хыпнӑран вилесси ытла та хӑрушла тӗрӗс марлӑх тата кулӑшла вилӗм мар-и-ха?
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горн чунӗнче ҫамрӑклӑхӑн шуранка сӑнарлавӗ вӑранчӗ; вӑл шлепкине хыврӗ те ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ, унтан ӑна аяккалла кайса ҫухалакан кӳлепесем еннелле ывӑтрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тата, тен, вӗсен хавхаланӑвӗ шухӑш сӑнарлавӗ ҫуккипе те — вӑт телей! — ҫирӗпленет, — ҫут ҫанталӑк ачисем малалла пӑхса уйлама мехел ҫитереймеҫҫӗ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шухӑшлавпа сӑнарлавӗ канми ӗҫлеҫҫӗ пулин те — Джис Лабиринтри ҫулсен, тӑваткалсен, йӗрсен хӑватлӑ япалисен вуннӑмӗш пайӗ пирки те ӑнкармасть-тӗшмӗртмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Анчах тӗрлӗ-тӗрлӗ чарак-япала хушшинче сӗмленӳ темӗнле-темӗнле чи ӑслӑ та юмахла капаш-ӗренкере пулсан та — унӑн вӑйсӑрланнӑ шухӑш сӑнарлавӗ ӗҫ вӗҫӗнче кашнинчех чирлӗ урин сассине илтет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Инкексенчен асӑрханӑр, — ачана хул пуҫҫинчен тытса витӗмлӗн каларӗ Галеран, — эсӗ пур енӗпе те хӗрӳ туйӑмлӑ, чӗрӳ санӑн ытлашши уҫӑ, ху мӗн курнин сӑнарлавӗ сана вӑйлӑ кисретет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кароль сӑнарлавӗ хӗрсех кайрӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Вӑл историе калама ҫук чаплӑ пӗлнӗ, унӑн шухӑш сӑнарлавӗ, хӑйӗн телейсӗрлӗхӗпе килӗшӳллӗн, тӗрме историйӗн эпизочӗсенче кӑсӑклансах чакаланнӑ; Латюд, Тимӗр Маска, Бенвенуто Челлини тата ыттисем унӑн калавӗсен яланхи сӑнарӗсем пулнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Шывра усӑнчӑк туратлӑ йывӑҫсен сӑнарлавӗ кускалать.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1