Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнама (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватти вара хӑй мӗнле калаҫнине сӑнама хӑнӑхнӑ пулас, хӑш-пӗр ҫӗрте пӳлӗнсе чарӑна-чарӑна тӑрать, кирлӗ сӑмах тупайманнипе тарӑхса хӗрелсе каять.

Но чуваш постарше часто с трудом подыскивает нужное слово, краснея от напряжения и смущения больше, чем от вина.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын чӗрипе ӑс-тӑнне сӑнама юратаканшӑн Кушил-Авӑстей пурнӑҫӗнче вӑрттӑнлӑхсем те, ӑнланмалла марри те чылай курӑнма пултарать.

Но если хорошенько приглядеться к Кошелю-Авостею, к его жизни, найдется тут немало загадок, непонятных вещей.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Галимджан пуринчен ытла ун техникине сӑнама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхса илӗччӗ Карачӑм вӗсенчен, сӑнӗччӗ пӗр тапхӑр вӗсем мӗнле ялкӑшнине, сӑнама май ҫук.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унпа ҫӳренӗ чухне эпӗ айван пулнӑ, ҫынна сӑнама пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван Палецкий княҫа патша тутарсем тупа тунине сӑнама ярать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вырӑнтан Шупашкарӑн пӗр пайӗ лайӑх курӑнать, Атӑл мӑнаҫлӑн юхса выртнине сӑнама та пулать.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Йӗри-таврари илеме курса сӑнама, ҫынсене юратса хисеплеме вӗрентеҫҫӗ Геннадий Иванович сӑввисемпе юррисем.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Пурне те пӗлет Ахтупай, пурне те сӑнама ӗлкӗрнӗ вӑл сӗм вӑрманта пӗр-пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳресе.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ.

Исследователи надеются, что им повезет, и они смогут наблюдать возможные водяные столбы, поднимающиеся с поверхности Европы, близкой по размерам к земной Луне.

Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html

Ҫӑлтӑрсем сире ҫӗнӗ ҫынсене лайӑх сӑнама сӗнеҫҫӗ.

Звезды советуют вам присмотреться к новым лицам внимательнее.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсен ҫӗнӗ ҫынсене лайӑхрах сӑнама сӗнеҫҫӗ.

Звезды советуют вам присмотреться к новым лицам внимательнее.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем ҫӗнӗ ҫынсене лайӑхрах сӑнама сӗнеҫҫӗ.

Звезды советуют вам присмотреться к новым лицам внимательнее.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таврари ҫынсене сӑнама вӑхӑт ҫитнӗ.

Пришло время присмотреться к своему окружению.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ав, Шупашкар районӗнчи Шоркка патӗнчи ҫил арманӗсенех сӑнама пулать.

Такой пример можно наблюдать на ветряных мельницах возле Шоркино Чебоксарского района.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Вӗсем аслӑ воевода вырӑнне юлнӑ княҫа сывлӑх сунчӗҫ те кунта мӗн пулса иртнине сӑнама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ухӑпа пеме вӗреннӗ чухне малтан аслашшӗ Аспара ҫулҫӑ тымарӗн йӗррисене сӑнама хушатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пирӗн енчи ҫуртлӑ тырӑсене сӑнама килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пачӗҫ тулли курка ан сим пылне Пирӗн ҫамрӑк пуҫсене сӑнама

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех