Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис хистене-хистене, тӑрмаша-тӑрмаша сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те ҫак ҫутӑ таврашне ӑвӑнса сӑнама пуҫларӗ — чӑшӑл, йӑрӑ ӳснӗ ҫамрӑк ҫӳҫелӗхре зажигалка ҫутипе ҫуталса арҫын тӑрать!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр хушӑ тапранмасӑр, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр ларчӗ вӑл, хырӑмӗ ыратни кӑшт иртнӗ пек пулсан тин халӗ кӑна пырса кӗнӗ шавлӑ ҫамрӑксене сӑнама пуҫларӗ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
— Эпӗ те юрататӑп ҫапла ирхи шурӑмпуҫне сӑнама.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Мана сӑнама пикенет, эпӗ ҫилле сӗвӗрсе кулса яратӑп.
Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.
Тарӑн курӑкпа ешерекен Анаткас ҫырми тӑрӑх сӑрт хӗррине хӑпараттӑмӑр, пӗри ӳплери хуралҫӑна сӑнама тӑрса юлатчӗ, ыттисем, пӗшкӗнсе, пӑрҫа ани ӑшне кӗрсе каяттӑмӑр.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Кузнецов ытла шала кӗме юраманнине тата Микулана хӑй пӗлсе ӗненме ирӗк пама кирлине аса илсе: — Ҫирӗплетсех калаймастӑп, Николай Степанович, анчах ыран сӑнама сӗнетӗп! — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хавшакрах чӗреллисем пуринчен малтан сӑрт ҫине чупса хӑпарчӗҫ те сӑнама тытӑнчӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑкссм каллех шӑпланчӗҫ, кӑмрӑк хыҫҫӑн сӑнама тытӑнчӗҫ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл тинкерсех сӑнама тытӑнчӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан пасар тулашне тухса квас ӗҫрӗ те каллех сӑнама тытӑнчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тарье ҫавӑнтан сӑнама пуҫларӗ.
Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрарӑмсем тек калаҫса тӑмарӗҫ, япалисене пуҫтарса, хӑвӑрт килӗсене саланчӗҫ, чӳрече янахӗсем хыҫне пытанса, вӑрттӑн урамалла пӑхма, Петӗр еплерех иртсе кайнине сӑнама пуҫларӗҫ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӳрчӗ умӗнче такам каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренине асӑрхасан, Сахар шӑппӑн кӑна пахчана тухрӗ, унӑн-кунӑн пӑхкаласа илсе, сӑнама пуҫларӗ.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн сӑнама тытӑнтӑм.
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Хӑнӑхнӑ вӑл сӑнама тыр-пула.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ывӑлне сӑнама вӑл ура тупанӗнчен пуҫларӗ, юлашкинчен икӗ пӗр пек куҫлӑ ҫын тӗл пулчӗҫ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Григорьев ӑна малтан вӗсем мӗнле ӗҫленине сӑнама хушнӑ пуль тенӗччӗ; ҫук, ун пек ҫын мар-мӗн вӑл, сӑнӗнченех паллӑ.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хуллен сӑнама тытӑннӑ ҫаксене.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗр тӑсланки, полици ҫынни, юнашар карта урлӑ ҫӑварне карса пахчаналла пӑхса тӑрать, — путех вӑл ханттара Янтула сӑнама хушнӑ…
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.