Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсӑрах (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тума хушнине сӑмахсӑрах ӑнланма хӑнӑхнӑ Арӑсланӑм чӑтма ҫук ҫиллессӗн, хӑлха ҫурӑласлах хыттӑн вӗрсе ячӗ те — упа вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Сӑмахсӑрах паллӑ: вӗренекенсем ӗнер пӑлхав пуҫласа яма та хатӗрччӗ.

Совершенно ясно: ученики были вчера готовы к бунту.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫе хӑвӑрт та лайӑх тусан, вӑл хӑйӗнчен ыйтнӑ хака пӗр сӑмахсӑрах тӳлеме пулнӑ.

Что касается цены, то владелец санатория не торговался, лишь бы работа была выполнена хорошо и быстро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланма вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем каллех шӑпланчӗҫ, калаҫма сӑмах тупаймарӗҫ, сӑмахсӑрах пӗр-пӗрне лайӑх ӑнланчӗҫ, ыталаннипех пусма картлашкисем тӑрӑх анма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем ҫапла пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланса хисеплени мана ҫав тери килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем, хӑйсен ӗҫне мухтанипе хавхаланса, сӑмахсӑрах пӗр-пӗрне тӗккелесе илчӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Ку кинӗн, шереметӗн, нимӗнле ҫылӑх та ҫук, ӑна сӑмахсӑрах пӑҫмаха ярас», — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Халиччен Лукарье пӗр сӑмахсӑрах мӗн кирлине чухлама тӑрӑшнине аса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, сӑмахсӑрах килӗшсе, Кузнецов хыҫҫӑн утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пӗр сӑмахсӑрах чӑланӗнчен пилӗк укҫа кайса илчӗ те Маврана тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик ӑшӗнче пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хӑй шухӑшне пурнӑҫласшӑн ҫине тӑрсан, Ҫтаппан сӑмахсӑрах килӗшӗччӗ-и тен.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Верук ывӑлӗн кӑмӑлӗпе пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна кура ӗнтӗ – пӗр сӑмахсӑрах пӗтӗмӗшле пӗрремӗш вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Санюк пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа мӑкӑрич аса илтерсен, Тарье ним сӑмахсӑрах: «Ман шутпа, четвӗрт тухать», — терӗ те, уншӑн та укҫа тӳлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурал пӳртне пымалла тесен кашни пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗ — куланай пуҫтарма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек тума юраманнине вӗсем пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн мӑрсасем хӑйсене кунта мӗншӗн чӗнтернине пӗр сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ: кремль сӑрчӗ хыҫӗнчен, Булак текен шыв енчен, тыткӑна лекнисен пысӑк мар ушкӑнне илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех