Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ивана салтак тивӗҫне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама ырӑ сунса Чупайӗнчи территори пайӗн начальникӗ Надежда Алексеева, тӑванӗсем, юлташӗсем ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

Ҫавӑн пекех Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11 В класра вӗренекен Артем Петров та Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тыткӑнлакан сӑмахсем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ӗҫӗ вилӗмсӗр, чапӗпе хисепӗ — ӗмӗре // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11962-patt-r ... hisep-m-re

Хӑрушӑ сӑмахсем янӑраса каяҫҫӗ вӑрманҫӑпа унӑн арӑмӗн хӑлхинче хутран-ситрен те пулин: «Смотри, мраҫ-ҫ!.. Пуҫна касса каска пуканӗ тӑватпӑр, манка!..»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫӗрсе выртать» сӑмахсем таксистӑн иккӗленӗвне пушшех амалантарса яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахать ҫеҫ — арӑмӗн ҫыравӗнчи сӑмахсем шӑкӑрин тухса тӑраҫҫӗ куҫ умне.

Куҫарса пулӑш

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ вара тем мурӗ ҫӗрӗпех урӑх сӑмахсем ҫыртарттарать.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр йышши сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чунтан кӗтекен ҫыннине курсан, чун тӗпӗнче выртакан сӑмахсем ниепле те хускалса ҫиеле тухаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамара чунӗнче упӑшкине калас сӑмахсем кун тӑршшӗпех пухӑнса пыраҫҫӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Васкавлӑ пулӑшӑвӑн Вӑрмарти пунктӗнче ӗҫлекенсем пирки яланах ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем калаҫҫӗ Вӑрмар округӗн ҫыннисем, район хаҫачӗ урлӑ та тав сӑмахӗсем пичетлеттерсе кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Митингра Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Данилов Алексей Александрович, Ҫирӗклӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Романова Людмила Ивановна саламлӑ сӑмахсем халӑх умӗнче тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Амӑшӗ ирхине каланӑ сӑмахсем ҫав йӗплеве пушшех вӑйлатса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӑкӑр сӗчӗ парса ӳстернӗ ҫын тӑван ачине усаллине сунмасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗтӗмпех ҫумра пурӑнакан ҫынсем персе янӑ шӑл-йӗревле сӑмахсем айӑплӑ кун пек чух.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫын чӗлхине килекен, ун ҫӑварӗн ҫекӗлӗнчен вӗҫерӗнсе тухакан сӑмахсем — этемӗн иккӗмӗш паспорчӗ, унӑн иккӗмӗш сӑн-сӑпачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сӑмахӗсем, Пӑлаки аппа Ваҫук юнне кӗртсе хӑварнисем, нумай мар ӗнтӗ, ҫапах мӗнле сӑмахсем парнеленӗ вӑл, ҫав хыткан та пӗчӗк, шкул ачи пек имшеркке хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑлаки аппаран хӑй мӗнле-мӗнле сӑмахсем вӗренсе юлнине шутласа ларать Ваҫук хӑш чух: «Анне, атте, Ҫӗршыв, ҫын, чун, юн, ҫӑкӑр, ӗҫ, хӗвел, ҫӑлтӑр, уйӑх, кун ҫути, тавтапуҫ, тӑван кӗтес…»

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Виҫӗ кӗтеслӗ ҫырури шутлӑ сӑмахсем, шартламапа ҫӗр шарт ҫурӑлнӑ вӑхӑтра сивӗ окопра ҫырнӑскерсем, пӳрте ӑшӑ хаваслӑхпа тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫыру?! — йывӑр пӗркенчӗке вӑйлӑ ҫил вӗҫтерсе кайнӑн, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӳрӗк-сӳрӗклӗхне вӑшт кӑна сирсе переҫҫӗ «ҫыру», «Хветӗр» сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫырусем яратчӗ, анчах вӗсем юлташла кӑначчӗ, унта хальчченхи пек «юрататӑп» сӑмахсем ҫукчӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Куҫа хупса кӗрхи ачаш уҫӑ ҫиле хирӗҫ тӑрсассӑн, эсӗ хӑвна такам пӗрремӗш хут чуптунине, пуҫӑнтан ачашласа ӑшӑ аллипе сӑтӑрнине, хӑлхунтан пӑшӑлтатса халиччен илтмен ӑшӑ сӑмахсем каланине аса илӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех