Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хатӗр платформи ҫинче симӗс цилиндрлӑ, сарӑ-хӗрлӗ сюртуклӑ ҫынсем ташлаҫҫӗ; пичӗсен вырӑнӗнче — тачка пит ҫӑмартиллӗ, кулӑшла маскӑсемпе хӑрушла тискер куҫлӑхсем.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вара эсир пъедестал ҫинче мӑнаҫлӑн тӑракан «этем йӑхне пархатар кӑтартакан» сюртуклӑ акӑлчан мистерне, ҫак училищӗне уҫнӑскерне, ҫапла калатӑр: «Эсир ҫамрӑк талантсен чунне пӗтерме пит лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ вара, сэр. Эсир, чӑнласах, ку памятнике тивӗҫлӗ ҫын!» тетӗр.
Шкулта мӗнле вӗрентеҫҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Антон Прокофьевич хытӑ кӑшкӑрма тытӑнчӗ (унтан хытӑ кӑшкӑрма урӑх никам та пултараймастчӗ ӗнтӗ), вара ун патне, леш, эпир пӗлекен арӑмпа виҫесӗр вӑрӑм та шалпар сюртуклӑ ача ҫеҫ те мар, Иван Иванович картишӗнчи ачасем пурте вирхӗнсе чупса ҫитрӗҫ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Генерал сӗтелӗ хушшинчен пӗр хура сюртуклӑ ҫын ура ҫине тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унта шлейфлӑ платьесем тӑхӑннӑ дамӑсем тата хура сюртуклӑ е ҫар мундирлӗ арҫынсем чинлӑн уткаласа ҫӳренӗ.Где чинно прогуливались дамы в платьях со шлейфами и мужчины в черных сюртуках или военных мундирах.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хӑш-пӗр чухне мӑйӗ таранах тӳмеленӗ сюртуклӑ хаяр сӑнлӑ квакер, е ҫеҫенхирти выльӑх-чӗрлӗх сутӑҫи, е сӑрантан тунӑ илемлӗ ҫи-пуҫ тӑхӑнса ярапаллӑ хӑюсемпе капӑрланнӑ Канада сунарҫи, ытти ҫынсем хушшинче палӑрса, ирӗксӗрех хӑйсем ҫине пӑхтарнӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
- 1