Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен йӗрӗннине палӑртасшӑн мар пулса, эпӗ сюртука хыврӑм та диван ҫине юлташла выртрӑм.Стараясь не выказывать своего к ним презрения, я снял сюртук и лег по-товарищески на диван.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Зухин ура ҫинӗ тӑмасӑрах мана эрех ӗҫме тата сюртука хывса хума сӗнчӗ.Зухин, не вставая, пригласил меня выпить водки и снять сюртук.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑн мӗнпур тимлӗхӗме ӳт-пӗвӗн ҫак пайӗсем ҫине уйӑртӑм, алӑсене ҫӗкленме, сюртука тӳмелеме, ҫӳҫе якатма хушрӑм (вӗсем ҫав вӑхӑтра чавсасене темле ытла ҫӳле ҫӗклерӗҫ), урасене вара алӑк патнелле утма хушрӑм, вӗсем ҫакна пурнӑҫларӗҫ, анчах темшӗн питӗ ҫирӗппӗн е ытла ҫепӗҫҫӗн яра-яра пусрӗҫ, уйрӑмах сулахай ура тӑтӑшах чӗрне вӗҫҫӗн тӑма хӑтланчӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ жилета фабрика хуҫи парнеленӗ лайӑх сюртука тӑхӑнтӑм, ҫӳҫе тирпейлӗн тураса якатрӑм та аттен ликер лавккине кайрӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ма сапламарӑн сюртука? пӗрмай ҫывӑрассипе эс! — терӗ Михайлов, ҫилленсе.— Отчего не починен сюртук? тебе только бы все спать, этакой! — сердито сказал Михайлов.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Санин выртакан ача ҫийӗнчи сюртука вӑр-вар хывса илчӗ, ҫухине вӗҫертрӗ, ачан кӗпе ҫаннисене тавӑрчӗ те, щетка илсе, мӗнпур вӑйран ун кӑкӑрӗпе аллисене сӑтӑрма пуҫларӗ.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Парӑр ӑна кунта; эпир ун ҫинчен сюртука хывӑпӑр та — ӑна сӑтӑрма пуҫлӑпӑр.— Давайте их сюда; мы снимем с него сюртук — и станем растирать его.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ, сюртука хывса, куртка тӑхӑнтӑм, ҫапах галстука салтмарӑм.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— «Ун чухне эпӗ сюртука тепӗр куннех — виҫӗмкун ӗнтӗ — тӑхӑнӑп тенӗччӗ; виҫӗмкун вара ӗнер тӑхӑнӑп тесе шутларӑм, ӗнер — паян тӑхӑнӑп тенӗччӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1