Шырав
Шырав ĕçĕ:
сыхланассине (тĕпĕ: сыхлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Э-э, астурӑм: ялта пушартан сыхланассине лайӑхлатас ӗҫе ҫӳллӗ сыпӑка хӑпартса унӑн шайне ӳстересси ҫинчен сӳтсе явасси, терӗҫ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Эпир Хӗрлӗ Ҫар тылне тӗреклетме тивӗҫ, хамӑрӑн пӗтӗм ӗҫе ҫав ӗҫӗн интересӗсене пӑхӑнтармалла, мӗнпур предприятисене вӑйлӑн ӗҫлеттермелле, винтовкӑсем, пулеметсем, орудисем, патронсем, снарядсем, самолетсем нумайрах туса кӑлармалла, заводсене, электростанцисене, телефон тата телеграф ҫыхӑнуне сыхлас ӗҫе организацилемелле, сывлӑшран килсе тапӑннинчен вырӑнта сыхланассине йӗркелесе ямалла.
Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.
Сыхланассине асра тытса тӑмалла тата кӗтес пулать — эпӗ мӗн сӗнме пултарни пурте ӗнтӗ, — терӗ вӑл.Соблюдать осторожность и ждать — вот все, что я могу предложить.
XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Тӗрӗсех, патшалӑх тата муниципалитет службин сферинче саккунсене пӑхӑнассине, патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче коррупцирен сыхланассине тивӗҫтерес ӗҫе РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ М.Бабич ҫирӗплетнӗ планпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлатпӑр.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Страницăсем:
- 1