Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кирпӗч те, пӗр сыпӑк шифер та, пӗр пӑта та ан вӑрлаттар.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Чи ҫывӑх гостиница тӗлне станцире каласа ячӗҫ: трамвай ҫине лармалла та виҫӗ сыпӑк каймалла.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
— Вӑл пӗр сыпӑк каларӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Малтанхи куплетне юрласа пӗтерсен, вӑл пӗр сыпӑк пианинӑпа каларӗ, унтан каллех юрлама пуҫларӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Вӑл-ку сӑмах пирӗншӗн мар, Пирӗн юрӑри сыпӑк мар, — Ентимӗре тӗл пулас, Унӑн сӑнпе паллашас.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпир пур наци уявӗсене те пӗрле паллӑ тӑваттӑмӑр.10-мӗш класра вӗреннӗ чухне ял историне тишкерме пуҫларӑм, йӑх-несӗлсене ҫичӗ сыпӑк таран тӗпчерӗм.
Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/
Шупашкар хули ҫумӗпе иртекен 12 километр тӑршшӗ сыпӑк ҫаплипех хӗсӗк вырӑн пулса юлать.Узким местом остается 12-километровый участок вдоль города Чебоксары.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӑл сыпӑк хӑнӑхман ҫамрӑкшӑн тертлӗ пулчӗ, ҫапах та хӑратаймарӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Вӑл сыпӑк йывӑр пулчӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Вӑл сыпӑк тӳрӗ пулчӗ, кукӑрӑлмарӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Мӗн унта пӗр сыпӑк ытлашши, пӗрре ҫитменни, — шӗвӗр пӳрнине тӑратсах калаҫма пуҫларӗ Ваҫлей.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Михапар пӗрисем патне чупса кӗрсе темиҫе сыпӑк туса ҫыхса пӗтернӗ миххине хул урлӑ ҫакса тухрӗ те Уккана ҫавӑтрӗ.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Виҫӗ сыпӑк ҫапла тӳнсе пӗтнӗ теҫҫӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫав вӑхӑтрах Элӗкпе Хӗрлӗ Чутай хушшинчи асфальтсӑр сыпӑк пур — ун ҫине алӑ сулса сахал ҫын пурӑнакан Анат Ҫӗрпӳкассине ҫул тӑсма ниепле те май ҫук.
Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec
Профсоюз ӗҫ коллективӗпе ертӳлӗхе ҫыхӑнтарса тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑк пулса тӑрать.
Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/07/ole ... yuzov-chuv
Ҫынсене сехӗрлентерсе пӑрахнӑ сыпӑк ак ҫакӑ вӑл.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Миҫе сыпӑк ҫамрӑксен ӗмӗрне пӗтерсе хунине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ-ши?
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
— Сыпӑк та стиль, — терӗ Эсмен.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Халӗ эпир Гент Стэнли караванне лекес умӗнхи сыпӑк ҫинче чарӑнса тӑратпӑр.Теперь мы остановимся на эпизоде, предшествовавшем появлению Гента в караване Стэнли.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ну, санӑн паттӑрлӑхусен шутне тепӗр сыпӑк ҫырса хуратпӑр та… сых ятне вӑрманалла пӑрӑнатпӑр.Ну, впишем еще страницу в твои подвиги и… свернем-ка на всякий случай в лес!
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.