Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлама (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ хулара пурӑнаймастӑп, хула пурнӑҫӗ ман валли мар, тӑван ялтан хаклӑраххи, ҫывӑххи нимӗн те ҫук, тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех пек туйӑнать», — тет Александр Николаевич хӑйӗн пурнӑҫне ялпа ҫыхӑнтарнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

— Уҫӑлар пӑртак, сывлама ҫук пӑчӑ, — терӗ Сарыев.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сывлама йывӑр…

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ кун хушшинче эпӗ пӗрре те ӳсӗрсе курман, сывлама та йывӑр пулман мана.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Сывлама сывлӑш ҫитмест пулмалла, — ӑнлантарса пачӗ манпа юнашар койка ҫинче выртакан Макаров.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Хӗрсем тинех ҫӑмӑллӑн сывлама пултараҫҫӗ.

Наконец-то Девы могут немного выдохнуть.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере ҫӑмӑллӑн сывлама май пулмӗ.

Напряженный период не даст вам вздохнуть спокойно.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӳрех туятӑр: сывлама та ҫӑмӑлрах.

Вы заметите: даже дышать станет легче!

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япӑх мар тапхӑр, анчах сывлав тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ чир-чӗр аптӑратма пултарӗ, ҫавӑнпа витӗр ҫил вӗрекен вырӑнсенчен пӑрӑнӑр, пирус туртнӑ пӳлӗмре ан ларӑр, таса мар, сивӗ сывлӑшпа сывлама ан тӑрӑшӑр.

Период для вас неплохой, но может проявиться склонность к заболеваниям дыхательной системы, поэтому необходимо избегать сквозняков, длительного нахождения в накуренном помещении, старайтесь не дышать слишком долго грязным и холодным воздухом.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлама ҫук шӑрӑх, шӑрш, тусан.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аспар сывлама чарӑнса сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яик шывӗ патне кайни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ку ункӑра вӗренеҫҫӗ шӑм-шака ҫемҫетме, хӑвӑрт пӑрӑнса уткалама, тӗрӗс сывлама.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Асцит. Шӑтарса юхтарсан, диафрагма аяларах анма кирлӗ, сывлама ҫӑмӑлланӗ», — малалла шухӑшларӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Форланини, плеврӑсем хушшине сывлӑш ярса, ӳпкене вӑхӑтлӑха сывлама чарасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хан ӳчӗпе йӑлтах вилнӗ ӗнтӗ, ун шӑм-шакӗ ҫиччӗмӗш уйӑх ҫӗрнӗҫем ҫӗрсе пырать, таврана сывлама май ҫук усал шӑршӑ сарать.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуна ҫӗклентерсе яракан илемлӗ кӗвӗ ҫак сывлама ҫук пӑчӑ пӳрте пӗр кас вӑштӑр ҫил вӗртсе кӗнӗ пек, ку хӑтлӑ ҫил вара тарланӑ пит-куҫа ҫеҫ мар, ҫынсен чун-чӗрине те уҫӑлтарса, кӑмӑла ҫемҫетсе хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сывлама та памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шел ҫакӑн пек чаплӑ кайӑка тӗп тума, анчах Урасмет хӗсет-ҫке, сывлама май ҫук пирӗн, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи сывлама чарӑнса ҫӗр ҫумне кукленсе ларчӗ, унтан пӗр тӗмеске тупса ун ҫумне тӗшӗрӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак виҫӗ ҫаврӑмлӑ кӗнекене алла тытсан хӑвна тӳрех авалхи тӗнче сывлӑшӗпе сывлама пуҫланӑ пек туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех