Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыватма (тĕпĕ: сыват) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выльӑх-чӗрлӗхе сыватма мӗн кирлине йӑлтах тупса пама пултарать - эмел ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

Ҫынсене сыватма, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма ӗмӗтленеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Чирлисене хӗрхеннӗ вӑл, вӗсене кирек мӗнле пулсан та сыватма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юнӗ нумай юхнӑ, анчах сыватма май пур терӗҫ тухтӑрсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нервисене сыватма кӑшт вӑхӑт кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та врачсем лӑплантараҫҫӗ, санаторире сыватма пулать, — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Е тата ача чирлесен каллех Ҫилевӗр патне килнӗ: ҫурта ҫутса чиртен сыватма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пачах урӑхла, вӑл ӑна ҫамрӑклатма та, сыватма та пултарать.

Наоборот он способен омолодить и оздоровить его.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Ун шайӗнче ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ: «Тетте парнеле» – ача ҫурчӗсене, больницӑсене, Уфари хосписа теттесем парасси тата «Мастерской - теттесем хумалли госпиталь», унта кашни ача «чирленӗ теттене сыватма пултарать».

В его рамках пройдут благотворительные акции: «Подари игрушку» – с последующей передачей игрушек детским домам, больницам, уфимскому хоспису и «Мастерская-госпиталь для игрушек», где каждый ребенок сможет «вылечить заболевшую игрушку».

Уфара ача-пӑча теттисем валли госпиталь уҫӑлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... at-3421694

Шупашкарти земски управӑна Лобанов отчет панӑ, вӑл унта куҫпа чирлекенсене сыватма уйрӑм больница уҫма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унта ҫапла йышӑнса хӑварнӑ: чирлисене лайӑхрах пулӑшу пама медицина участокӗсем тумалла, ҫынсене сыватма ҫӳрес ҫул 20 ҫухрӑмран ытла пулмалла мар, больницӑсенче амбулатори тата аптека уҫмалла!

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1875 ҫулта Ҫӗрпӳ уесӗнчи иккӗмӗш участок тухтӑрӗ С. М. Вишневский чирлӗ ҫынсене пулӑшас йӗркене улӑштарма, вӗсене вулӑссем тӑрӑх мар, медицина участкисем тӑрӑх ҫӳресе сыватма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сыватма пӗлмесен те, чирлӗ ҫынсенчен мӗн май килнӗ, ҫавна сӑптӑрнӑ: чӑвашсем хушшинче пурӑннӑ В. К. Магницкий этнограф калашле, вӗсем киремете чӳк тума «картишӗнчи мӗнпур выльӑха илсе тухма та килӗшнӗ».

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чирлисене сыватма тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ, фронта кайса пӗтнӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Утарта вара пӗр вӗлле те катӑлмарӗ — чирленӗ пыл хурчӗсене ӑста утарҫӑ пурне те сыватма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мана тӗнчере пӗр эсир кӑна сыватма пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сыватма пулчӗ-ха хӑй.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш Республикинчи наркотиксене хирӗҫ кӗрешессипе ӗҫлекен комиссийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫӳлерех палӑртнӑ ведомствӑсене чирлисене сыватма, реабилитаци тухма ятарлӑ учреждени валли вырӑнне тупса палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

«Ырӑ ӗҫсен мили» программа пирки сӑмах пуҫарнӑ май, сахал тупӑшлӑ ҫемйесенче ҫитӗнекен сусӑр ачасене сыватма тӗрев паракан проект пулнине асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех