Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухал сăмах пирĕн базăра пур.
сухал (тĕпĕ: сухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Качака сухал тапранма пуҫланӑ машина ҫине аран хӑпарса ларма ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сухал та пур Усланторовӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сухал евӗр ҫӑмӑл та шурӑ тӗтӗм, кӑтраланса, маччаналла майӗпен ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака ҫинчи ачасем шавлама пуҫланине илтсен, аслашшӗ, кӑххӑмлатса та кӗххӗмлетсе: — Юрӗ, юрӗ, лӑпланӑр. Хам пур чух турткалӑр ӗнтӗ. Сухал пӗрчи ҫитет турткаламалӑхах, — тет те каллех ҫӳҫенсе илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ӗнер мунчара манне миҫе пӗрчӗ сухал туртса кӑлартӑн-ха?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӗрарӑмсен тепӗр капӑрӗ ⎼ пир сине кӗмӗл тенкӗ ҫӗлесе тунӑ сухал ⎼ кӑкӑра пӗтӗмпех хупланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тикӗт пек хура ҫӳҫлӗччӗ эпӗ, сухал та хураччӗ, халь авӑ вӗсем кӗл тӗслӗ пулса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мана каламасть, манран вӑрттӑн хӑтланать! — сухал вӗҫне чӗтретсе, ҫилӗллӗн каласа хучӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пит-куҫне сухал пусса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, питне шӑртлӑ сухал пуснӑ, ҫи-пуҫӗ тусанланса пӗтнӗ, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ҫӳресе япӑхса кайнӑ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, вӑл качака сухал санран вӑтӑр ҫул аслӑ вӗт!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эккей, э… сухал, мӑйӑх ӳстерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Клачаппа, Калюк аппа, Уринккасем, Мӑльӑксем, Ятман, Михха Куля, Ляванччи, Сухал Влуча тете, Палассӑ Славик, Пӑнччи Сашшук - чат хамӑр чӗннӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Сухал та чӗркуҫҫи тӗлне ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Качака сухал.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӗвӗ сухал

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирсӗрскер ӗҫчен хӗрарӑм умӗнче, качака сухал пеккине малалла кӑнтса тӑчӗ, Атӑлҫи пикин хитре питӗнчен куҫне илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӗт ҫине сухал пӗрчи кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сакӑр вунна ҫитсе пыракан шур сухал паянхи кун та обществӑлла ӗҫсенчен пӑрӑнса юлмасть, хал ҫитерсе ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшать, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса панӑ ҫӗре хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ватта сума суни ырӑ пулӑм // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/chyslav/2023-08- ... -m-3388982

Чике старик хур сухал хыҫҫӑн йӗрлесе кайса ҫӗр айӗнчи шӑтӑка анать, Чике старикпе ҫапӑҫать, ӑна вӗлерет те хӗрсене ирӗке кӑларать.

Следуя за Чиге-стариком, батыр попадает в подземный мир, вступает с ним в бой, убивает его и освобождает девушек.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех