Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухалне (тĕпĕ: сухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗм ултталла ҫитнӗ, мӑйӑхӗпе сухалне ӳстернӗрен хӑй ҫулӗнчен аслӑрах курӑнакан ҫамрӑк ҫын рама чарчӗ, подрамщикпа пӗрле ӗҫ вырӑнне тасатрӗ, цехран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр чухне ҫӳҫӗпе сухалне ҫухатнӑшӑн чӗри кичемленчӗ те, пурӑна киле куна та хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пас тытма ӗлкӗрнӗ чӑпар кӗрен сухалне шӑлкаланӑ май пире пӗрремӗш хут курнӑн кашнин ҫине шӑтарасла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сухалне яка хырнӑ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ сылтӑм куҫне хупласа лартнӑ пылчӑка пӳрнипе шӑлса пӑрахрӗ, сухалне тасатса якаткаларӗ, вара, йынӑшса илсе, тин сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асли, шурӑ сухалне шӑлкаласа ывӑлӗсене пӗлтерекен палӑксен йӑла сӑмахӗсене каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуптаратӑп эпӗ сана! — силлерӗ уполномоченнӑй хӑйӗн качака сухалне.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумай та шухӑшламарӗ, Дорофей Матвеевич сиксе тӑчӗ, унтан каллех ларчӗ, аллипе сухалне шӑла-шӑла илчӗ, куҫне хупса хускалмасӑр самай вӑхӑт хушши ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫынсем мӗнрен хӑраҫҫӗ тетӗн-и, начальник? — вӑрман ҫынни сухалне силле-силле калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшӑн бронь вӗт-ха, — Малюҫ Ленин манерлӗ ӳстернӗ сухалне хыҫкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тем сӑмахӗ каласа пӑхса илчӗ те чике сухалне ҫил ҫинче вӗҫтерсе икӗ ҫырма пуҫӗ еннелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сухалне тем шухӑша кайса сӑтӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗветӗр Хилипччӑ чике сухалне сӑтӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чике сухаллӑ старик ҫавнӑ сисрӗ пулас, хӑй те чисти ача пекех кӗххӗм-кӗххӗм! тутаркаласа сухалне шӑлкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сухалне тап-таса хырнӑ пулин те, сухал вырӑнӗ кӑн-кӑвак курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Салам! — сухалне ҫӳлелле каҫӑртрӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Да-а, — сухалне шӑлкаласа илчӗ мучи — Хамӑр фермӑран, колхозран аяккалла сахал тухатпӑр ҫав эпир…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучи сухалне сӑтӑркаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сухалне хырманни, ахӑртнех, пӗр эрне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сухалне тап-таса хырнӑ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех