Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухалама (тĕпĕ: сухала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗр-ӗҫне юратакан сухаҫӑ ҫеҫ ҫапла сухалама пултарать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫумӑрччен ҫав тери сахал сухалама ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Сухалама, акма-вырма техника ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уя сухалама пӑрахсан, пӗр-икӗ ҫултанах унта 2 м ҫӳллӗш упасарри е 5—6 м ҫӳллӗш вӑрман ӳссе ларать.

Заброшенное поле в 1—2 года зарастает папоротником в 2 м или лесом в 5—6 м высоты.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫуркунне Поляков, комбинезон тӑхӑннӑскер, сап-сарӑ ҫӳҫлӗскер, кӑн-кӑвак куҫӗпе те, кӑлкан пек ҫӳҫӗпе те ҫут тӗнче илемне ҫӗнӗ илем кӳрекенскер, Тимуш патне кӗчӗ те: «Ыран сирӗн пахчӑра сухалама килетӗп, — терӗ, — кӑшт ҫеҫ курӑнакан мӑйӑхне пӳрне вӗҫӗпе чӗпӗткелерӗ. — Эсир мӗншӗн кашни пахчана карта тытса уйӑрнӑ? Сӳтсе пӑрахӑр пахчасем хушшинчи картасене. Сухалама лайӑхрах пулать», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Трактӑра уйра ирӗклӗн сухалама чӑрмантарать текелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Плугпа сухалама лаша ҫакланмарӗ те, ҫӗре састӑппа пусрӑмӑр, — ӑнлантарчӗ Татти инке.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ траншейӑпа ҫитсе ӳкрӗм кӑна — фашистсем эпӗ пулнӑ вырӑна минометран каллех «сухалама» тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ял ҫыннине трактор питех те кирлӗ: сухалама тӑрсан та, акана тухсан та, культивацилеме те, юр тасатма та…

А деревенскому жителю трактор очень нужен: собираешься ли пахать, или сеять, нужен для культивации, снег расчистить…

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

Хамӑн та чылай ҫул ҫын алли тивменрен йывӑҫсем ӳссе кайнӑ ҫӗрсене сухалама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Прахӑр ҫӗрне сухалама кӑнтӑрла иртсен те тухма ӗлкӗрӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акма вӑрлӑх, сухалама лаша парас пирки.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сана акма вӑрлӑх, сухалама лаша, плугпа сӳре те парӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыран ирех Туҫи уйне сухалама тытӑнаҫҫӗ, — терӗ председатель вӗсем таврӑннӑ кунах, каҫхине.

Завтра с утра будут пахать поле Тузи, — сказал председатель вечером, когда они вернулись.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тислӗк анине сухалама тытӑннӑ! — терӗ атте, калама ҫук тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иртерех, хӑй сисиччен сухалама тытӑнам терӗм те, манпа ҫапӑҫма пуҫларӗ, — терӗ Ваҫҫа ним пулман пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Тӳлетӗп тетӗп вӗт, мӗн эсӗ манӑн анана шурӑмпуҫ киличчен сухалама тытӑннӑ!

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Лашпие паян ҫарана янӑччӗ-ха, вӑйлах мар пулӗ те вӑл, хамӑрӑнне сухаласа пӗтерсен, пӗр-икӗ ҫурпилӗк ҫынӑнне сухалама пултарӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Полици чинӗ чӑвашсене мукаҫей кӗлечӗ валли уйӑрнӑ анасене чи малтан сухалама хушнӑ.

Затем полицейский чин приказал распахать и засеять выделенное под магазейное зерно поле.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗрне сухалама та, тыррине пуҫтарса кӗртме те вахтерсем чӑвашсене шӑп кӑна хӑйсен анисем ҫинче ӗҫлемелли вӑхӑтра хӑваласа тухнӑ.

И вахтеры выгоняли их пахать и засевать свои наделы именно в пору, когда крестьянину самому нужно было обрабатывать свой клочок.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех