Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурчӗ (тĕпĕ: сур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара пӗр самант чӗнмесӗр пычӗ те, тӳсеймесӗр, чӳрече витӗр тулалла лач! сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ман куҫ ӳкмен, кушак куҫӗ ӳкнӗ! — тесе виҫӗ хутчен сурчӗ те: — Ҫӗҫӗпе хача тата кӑмрӑк татки илсе кил-ха! — хушрӗ хӗрача ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ывӑҫ тупанӗ ҫине сурчӗ те вӑйпарах ҫулма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлип, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен васкамасӑр кӑларса, айккинелле сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӗрӗ патне ыткӑнчӗ, ӑна ыталаса илчӗ, йӗме пуҫларӗ, унтан Уҫӑп патне утса пычӗ те пичӗ ҫине лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла асаплантарса, мӑшкӑлласа вӗлерме шутлатӑн? — питӗнчен лач! сурчӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшӗ йӗрӗнсе урайне лач сурчӗ пуль ун ятне илтсен.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йытӑ! — мӑрсана питӗнчен лач! сурчӗ Кӗркке.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тьфу, шуйттан кайӑкӗ! — лачах сурчӗ Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӗсем ҫине пӗр вӑхӑт пӑхса тӑнӑ Михала ҫӗрелле лачлаттарса сурчӗ те, сукмакран пӑрӑнса, каллех ҫул ҫине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫӑварне час-часах килекен сурчӑкне вӑл шӑл витӗр чартлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл хӗлле те, ҫулла та улӑштармасӑр тӑхӑнса ҫӳрекен, хӑлхисенчи ҫӑмӗ ҫаралнӑ ҫӗлӗкне ҫӗре хывса печӗ те лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Касак Ваҫҫи хӗрарӑма тапрӗ, сӗтӗрчӗ, юлашкинчен лач сурчӗ те пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Шахрун пӳрнисем ҫине лач сурчӗ те питӗнчи хӗрлӗ йӗре сӗрчӗ.

— Шахрун поплевал на руку и принялся растирать щеку со следом от кнута.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ача-пӑча выляса вут ҫине сурчӗ пулӗ, ҫавӑнпа юрирен пикенсе чӳклетӗп.

Может, прогневали тебя ребятишки, плюнули на огонь, вот я и стараюсь их грех замолить.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл аллине сурчӗ те, пурттине майласа тытса, ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, купӑсне ӑвӑс айне лартса, ашшӗ ҫывӑхнерех кайса тӑчӗ, аллалпи ҫине темиҫе хутчен сурчӗ те, ҫамрӑксене куҫ хӗссе, хӑва тӗмӗ патне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем те каласа хӑртса тӑкрӗ вӑл, зиндик тесе намӑслантарса пӗтерчӗ, урса кайнӑскер, темиҫе хутчен питрен пыра-пыра сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыррӑн та, усал сӑмахсемпе те нумайччен тапӑнчӗ вӑл ратнике, юлашкинчен ну, хӑлӑхсӑр этем те иккен эсӗ тесе лач! сурчӗ те Ахтупая хулран ҫавӑтса ытти тӗкӗрҫӗсем ларакан ҫаран еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тьху, ҫӗр ҫӑтман ярханах! — тарӑхса сурчӗ тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех