Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулхӑналла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑматан, хутаҫ тата темтепӗр йӑтнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сулхӑналла тирексем айнелле шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел сулхӑналла тайӑлсан эпир татах ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑй тӗллӗн темскер мӑкӑртатса, Нури самолет ҫуначӗ айӗнчи сулхӑналла кайрӗ, кӗсйинчен пралук татӑкӗсем кӑнтарса тӑракан ӑнланмалла мар коробка туртса кӑларчӗ.

Бормоча что-то себе под нос, Нури отошел в тень под крыло самолета и вынул из кармана коробочку с проволочными головоломками.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Лашасем кӑшт силленсе, тулхӑрса ерипен «шаларах, сулхӑналла» кӗчӗҫ.

Лошади тихо двигались «глубже в тень», слегка покачиваясь и похрапывая.

XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет.

А тут еще солнце, перемещаясь на запад, словно бы преследовало Щукаря: он спал, лежа на животе, уткнувшись лицом в свернутый зипунишко, и как только солнечные лучи начинали нащупывать, а затем и ощутимо покалывать сквозь дырявую рубашку его худую спину, — он в полусне слегка перемещался в тень; но через несколько минут докучливое солнце снова начинало нещадно жечь стариковскую спину, и Щукарю снова приходилось ползти на животе в сторону.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех