Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушӑк, ун ҫине пӑхсан-пӑхсан, ҫап-ҫавра пулать, вӑл пӗрре ҫуталса, тепре тӗксӗмленсе килет — ун тӗлӗпе йывӑҫ тӑрри сулланать иккен, йывӑҫ тӑрри хушӑран хушӑ хӗҫтимӗре перӗнсе чӑнкӑртаттарать.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унти гусеницӑллӑ кран стрели айӗнче, таҫтан пӗлӗтрен вӗҫсе ӳкекен хут листи пек курӑнса, панель сулланать.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сулланать.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑма ҫилпе сулланать.
Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чӑнах та, сӗтел ҫине лартнӑ тетте-кӑвакал каллӗ-маллӗ иккӗ сулланать те виҫҫӗмӗшӗнче шыв сыпса илет.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Унтан Хветӗр, темле юрӑ ӗнӗрлесе, вите ҫумӗпе килнелле сулланать.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Епле сулланать!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Пӗтӗм ял ҫамрӑкӗ унта. Манӑн килте пӑчӑхса лармалла-и?» — тет те, каҫ пулсанах ҫавӑнта тухса сулланать.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Куратӑн вӗт, Иливан ҫилпех сулланать халь.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫынсем тырӑ выраҫҫӗ, вӑл чиркӗве сулланать, йытӑ турташшӗ хӗрарӑмӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Такан ҫинче сиввӗн Пӗр ҫын сулланать, Ҫан-ҫурӑм ман пӗтӗм Чӗтрет, сӑрлатать.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Пурҫӑн ҫӳҫеллӗ чаршав Маччаранах сулланать.
Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Унӑн курӑнакан хусканусӑрлӑхӗ палӑрмаллах хӑвӑртлӑха куҫрӗ, акӑ чӗтре-чӗтре, ҫирӗп пӗр шайлӑха ҫухатса вӑл чылай майӗпенрех ҫаврӑнать, халь-халь ӳкесле сулланать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Акӑ тинех унӑн ҫӳҫӗнчен темӗн перӗнчӗ; пичӗ тӗлӗнче каллех вӗрен курӑнса кайрӗ, хальхинче ку — пысӑк йӑлмак; вӑл пӗрре айккинелле, тепре алли умнелле куҫа-куҫа сулланать, Гервак ӑна ниепле те ҫатӑрласа тытаймасть.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Вӑл аякран килнӗ, — терӗ ушкӑнри виҫҫӗмӗшӗ; вӑл вут пек сарӑ драп плащпа, ҫак самантра унӑн шлепки ҫинчи хӗрлӗ тӗк ӳсӗррӗн сулланать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ, ӑна йӗрлеҫҫӗ, вӑл ҫакна уҫӑмлӑн ӑнланать тата вӑйӗ ҫукран сулланать.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тилӗрӳпе те тунсӑхпа антӑхнӑскер — вӑл ҫӗр ҫине йӑраланса анчӗ, йывӑррӑн сулланать, шӑлне ҫыртса лартрӗ.Задыхаясь от гнева и тоски, он неуклюже спрыгнул на землю и, пошатываясь, стиснул зубы.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горн чӳрече патне пырса тӑчӗ, вӑйӗ ҫукран сулланать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫурӑмӗ хыҫӗнче ватӑ кольт штуцерӗ сулланать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сулланать, йывӑррӑн калаҫать.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.