Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сотнинчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи ҫапӑҫу Голубӑн полкӗнчи ҫынсене ҫилентернӗ, пуринчен ытла Голубӑн конвой сотнинчи салтаксем кӳреннӗ, мӗншӗн тесен кунта вилнисем ытларах пулнӑ.

Ночное столкновение вызвало в голубовском полку недовольство, в особенности в конвойной сотне Голуба, где убитых насчитывалось больше всего.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Григорий сотнинчи казаксем, вӗсемпе хутшӑнса кайса, каялла — станци урамӗсем еннелле — чупрӗҫ.

Казаки сотни Григория, перемешавшись с бежавшими, сыпанули назад — в улицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй тытнӑ шухӑша турӗ-турех вара вӑл: кӗҫех состава пӑравусран кӑкарчӗҫ те (хӑйсен сотнинчи икӗ офицер станци начальникне пӑшалпа хӑратса эшелона хӑвӑртрах кӑларттарса яни ҫинчен казаксем пӗлмесӗр юлчӗҫ), казаксем вакунсене саланчӗҫ.

Своей цели он достиг; к составу тем временем прицепили паровоз (казаки не знали, что два офицера их сотни добились ускоренной отправки, угрожая оружием начальнику станции), и казаки разошлись по вагонам.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунхинех Листницкий, хӑйӗн сотнинчи тата урӑх сотньӑсенчи офицерсемпе калаҫса ларнӑ чух, ыйтӑва ҫивӗччӗн те тӳррӗн лартрӗ: кам кампа?

В этот же день вечером Листницкий в разговоре с офицерами своей сотни и других сотен остро и прямо поставил вопрос: с кем они идут?

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ: хӑйӗн сотнинчи казаксем шӑва-шӑва кайса, чикеленсе ӳксе тата нимӗн тӗлли-паллисӗр хыҫалалла е ҫӳлелле персе, ту чакалӗн айлӑмӗ еннелле тарнине курчӗ.

Приподняв голову, увидел, как казаки его сотни бежали под гору, скользя, падая, бесцельно стреляя назад и вверх.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хӑйсен сотнинчи сапаланчӑк ретсемпе куҫакан казаксемпе пӗрле вырӑнтан вырӑна чупса кайса выртать; йӗри-тавра пӑхкаласа илет те кӑнтӑрлахи тӳпере те, сарӑ така тирӗ тӗслӗ хӑвалӑх ҫумӗнчи юхан шыв кукрашкинче те ӳт-тире хӗртсе ӑшалантаракан хӗвелӗн шӑранса ирӗлекен пӗр пек ҫаврашкисене курать.

Григорий перебегает в цепи вместе с казаками своей сотни и, оглядываясь, видит расплавленный диск солнца на полуденном небе и другой такой же в речной заводи, опушенной желтобарашковой лозой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Укӑлча патӗнче вӗсене хӑйсен сотнинчи казаксем кӗтсе тӑнӑ.

У околицы их ждали казаки своей сотни.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех