Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисӗнмест (тĕпĕ: сисӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа калаҫсан вӑхӑт иртни те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Халӗ те хаҫатсенче ҫыркаласах тӑрать Шалтӑрма Ваҫҫи, анчах та сӑввисенче ним туйӑмӗ, нимӗнле ҫунатлах сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑвай юррине юрлаҫҫӗ те, вӗсен вӑйӗ хутшӑнать, — хул кӑкӗсем, ал тупанӗсем ыратни те сисӗнмест!

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кунта, пӗрремӗш кӗнекери пек, ӗлӗкхи хӑш-пӗр йӑласене юратарах пани те сисӗнмест ӗнтӗ, тахҫан-авалхи сӑмахсемпе юри «иртӗнни» те курӑнсах каймасть, анчах ҫакӑ писателӗн чӗлхи пуянлӑхне пӗртте чакармасть иккен, хӑватне ӳстерет кӑна.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Усалли сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хутран-ситрен унӑн ҫара ҫурӑмӗ ҫине ҫӑткӑн вӑрӑмтуна килсе ларать, анчах, тайгари ӳпресемпе танлаштарсан, кунтисем ҫыртни сисӗнмест те.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла вӑхӑт иртни те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Юрату пулсан, ҫук пурнӑҫ та палӑрмасть, выҫҫи те сисӗнмест, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗмӗр иртни те сисӗнмест

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ те пит хутшӑнни сисӗнмест унӑн.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑтмах пекех туйӑнать Ҫилпи чӑваш ялӗнче, Вӑхӑт иртни сисӗнмест Савӑнӑҫлӑ кунсенче.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эсир кайра пырать тенӗ СУра изобретательсемпе рационализаторсен пысӑк ушкӑнӗ пӗтӗм стройтрест ырлӑхӗшӗн пуҫа минретет, лешинче вара, малта текен стройуправленинче, — пачах та сисӗнмест вӗсен ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Суту-илӳ ӗҫӗ маншӑн ытларах чун киленӗҫӗ. Ҫынсемпе калаҫса кун иртни те сисӗнмест», – тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Сывлӑхӗ самайланни сисӗнмест, ҫавӑнпа шухӑшӗ йывӑр.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑввисене вӑл малтан урӑхларах суя хушаматпа — Генрих Авангардист псевдонимпа ҫаптарса кӑларма ӗмӗтленнӗ имӗш, анчах капла чӑвашлӑх тени пачах сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗнӗ япалаккунта вара (ҫапла, эпӗ ӑна япалаккӑ тетӗп, урӑхла калама ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть) хальхи ял пурнӑҫӗн шӑрши-марши чӗрне хури чухлӗ те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах хӑйӗн чирӗ пирки нумаях пӑшӑрханса чӑрманмарӗ, ун пирки сахалтарах шухӑшлама хӑнӑхнӑ вӑл: капла чӗре ыратни питех сисӗнмест пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вара вӑхӑт иртни те сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӗмӗрӗ иртет сисӗнмест, Хуйхӑ суйхӑна хӗр пӗлмест…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Аслӑ мастерпа темиҫе те калаҫнӑ ӗнтӗ, вӑл та пулӑшниех сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех