Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Тен ҫавӑн чухнех выҫӑпа вилсе пӗтнӗ пулӗ вӗсем, — шухӑшласа илчӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче, — мӗн чухлӗ халӑха силлерӗ вӑл выҫлӑх…
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Аллинчи ачипех Изамбаев хӗрарӑм умне чӗркуҫленчӗ, ӑна хулпуҫҫинчен силлерӗ, сӑмсинчен пӑчӑртарӗ — хӗрарӑм пурпӗр куҫне уҫмарӗ: «Ку вӑл — пирӗн вилӗм», — шухӑшларӗ Изамбаев аллинчи ачана амӑшӗ ҫумне таянтарса.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Раман, ял курӑнать! — ачи урлӑ кармашса арҫынна хулпуҫҫинчен силлерӗ Вера.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӑл шӑллӗне хулпуҫҫинчен хытӑрах силлерӗ — шӑллӗ ҫавӑнтах вӑранса кайрӗ, сиксе тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хальхинче унӑн ӳт-тирӗ мар, ытларах чунӗ ыратрӗ, хаярланса кайрӗ: ӑшӗнче вӑл такама тытса силлерӗ, такама мӑйӗнчен пӑврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗрхенӳсӗр вичкӗн ҫил ҫавна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӗр аллинчи ҫеҫкене вӑйпа пырса силлерӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Телейлӗ ҫул пултӑр сире, ҫамрӑксем, телейлӗ ҫул тенӗн ҫыран хӗрринчен вӗҫсе килнӗ ҫил ҫамрӑксен ҫӳҫӗсене лӑстӑр тытса силлерӗ.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Марине чупса пычӗ те чикмеке силлерӗ.
Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.
Пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗленчене старик меллен тытрӗ те, шыв мӗнле чӳхеннине илтес тесе, хӑлхи ҫумнерех тытса силлерӗ, вара кӗленче ҫӑварӗнчен кукуруза тунине кӑларса, салтака шыв ӗҫме сӗнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Нумайранпа никам выртса ҫывӑрман тӳшеке вӑл асӑрханса силлерӗ, хӗррисене тӳрлетрӗ, пӗркеленерех тӑракан вырӑнсене якатрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унтан класс ҫине тарӑхнӑ куҫпа пӑхса илчӗ, кафедра еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ, кирлӗ пулман ҫӗртенех ҫанӑ вӗҫӗсене аллаппипе ҫапса силлерӗ те аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫитрӗ те купаласа хунӑ шерте купи ҫине ларса ҫӑпатине салтса силлерӗ, тӑлисене сарса хучӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Милӗке чул ҫине тытса, лӑстӑр-лӑстӑр силлерӗ те шыв ӑсма алтӑра тытрӗ:
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тевлеш пӗр кӗлтине илсе тӗрӗслерӗ: кутне ҫӳлелле туса силлерӗ, тырӑ пӗрчисем юлман-и тесе, пучахӗсене тыта-тыта пӑхрӗ: юлманпа пӗрех, ҫапах та Сахар килне таврӑнсан, тӗрӗслесе пӑхма та пултарать.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пикпав мучи вӑрӑм ҫӳҫне лӑстӑр-р! силлерӗ те хӑйӗн сӑмахне ҫапла пӗтерчӗ:
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эс пуҫлӑххи, ма вӗсене кантруллеместӗн? — пӗсехинчен ҫав-ҫавах тытса силлерӗ Варвари инке.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Акӑ сана ман арӑм патне ҫӳреме вӗрентем! — силлерӗ пӗр хушӑ Петӗре, ҫапма тесе сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклесе.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Аллисене пӗр-пӗринпе сӑтӑркаласа силлерӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Янтул малтанах кайса лартнӑ кункӑрана сӑсӑлне силлерӗ те пӗр хушӑ сыснисем мӗнле ҫинине пӑхса тӑчӗ.Яндул засыпал в колоду приготовленные отруби и некоторое время наблюдал за чавкающими свиньями.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пуҫне лӑстӑр силлерӗ те вӑл ҫул айӑккине сиксе анчӗ, уксахласа вӑрманалла талкӑшрӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.