Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь-халь куҫӗсем уҫӑлас пек, чечек сӑнӗ, илемӗ курӑнас пек силленсе тӑраҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Виҫӗ алтӑр кӑпӑклӑ сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн, ахаль те силленсе тӑракан хырӑмӗ пушшех сарӑлчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лавсем ҫинчен аннӑ ҫынсем, ҫул ҫинче силленсе самаях ывӑннӑ пулин те, хӑйсене патваррӑн тытма тӑрӑшрӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӗтмен ҫӗртен трактор силленсе илчӗ, пысӑках мар йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ иккен.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пуҫне сулахаялла вӑшт-вашт ухса, силленсе килекен Ҫтаппан ҫине пӗрӗнчӗклӗн пӑхса илет те Машка-Милашка Хӗлимуна юнать:
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Палан йывӑҫӗ ҫинче шухӑ ҫилпе силленсе вӗлтӗр-вӗлтӗр типӗ ҫулҫӑ ҫакӑнса кӑна тӑрать.
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.
Тӗк малтан силленсе, унтан чӗтренсе илчӗ те сывлӑшалла хӑпарма пуҫларӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Йӑмра вулли силленсе кӑна юлчӗ.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Самолет питӗ хытӑ силленсе илчӗ, вара ҫеккунтӑн пӗр пайӗнче Завьялов куҫри ҫутӑсӑр тата хӑлхари кӗрлекен шавсӑр пуҫне урӑх нимӗн те туймарӗ.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӗсем сехетре вунӑ километр тумалла хӑвӑртлӑхпа силленсе, чӗтренсе пыраҫҫӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗве тӗпӗнчи курӑксем ҫеҫ кӑшт хумханса, силленсе илеҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӗтӳ ачи ура ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ те силленсе тасалчӗ, вӗр-ҫӗнӗ «Волга» еннелле утрӗ, ӑна сӑтӑркаласа пӑхрӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Курак Мӗтри, хунькассинче пулнӑ пек, халӗ унтан урапа ҫинче силленсе таврӑннӑ пек тӗлӗк тӗлленсе выртаканскер, такам хыттӑнах: «Тӑр, мучи! Ҫитет сана ҫемҫе ҫӗрте кун чухлӗ ҫывӑрса килнипе», — тенине илтсе вӑранса кайрӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Ирӗксӗрех алӑк умӗнчи хӳтлӗхе кайса тӑма тиврӗ, унта иксӗмӗр та силленсе илтӗмӗр.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Чавсан-чавсан, вӑл кабинӑна хӑпарса ларчӗ, комбайнне хускатасшӑн пулчӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ, комбайн пӗр вырӑнта силленсе тӑчӗ ҫеҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑшместӗр хыҫҫӑн Ахмар пӗр-ик утӑм ярса пусрӗ кӑна, сасартӑк юман тураттинчен силленсе тӑракан ҫын ӳтне курах кайрӗ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Марине лӑнк-лӑнк силленсе пырать.
Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.
Шинелӗ якалса кайнӑ ӗнтӗ, хӗрри пӗтӗмпех ситрелнӗ, ҫиппи вӗҫӗсем тутӑр ярапи пек силленсе тӑраҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
22 талӑк силленсе пынӑ хыҫҫӑн салтак службине Сахалин утравне ҫитрӗм, Лӑпкӑ океан шывӗнче ишсе куртӑм, Байкал кӳллине кӗрсе ун шывне те тутанса пӑхрӑм.
Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen