Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗнме (тĕпĕ: сивӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӗсен хушшинчи туслӑх сивӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Ҫут ҫанталӑк типӗ тӑчӗ, ҫӗрле те кӑштах та пулин сивӗнме ӗлкӗреймерӗ вӑл, пӗр шайрах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Сивӗнме пӗлмен туйӑма пулах, яланхи пек, хӑйӗн пурлӑхне — тетрачӗсене, кӗнекисене, кӑранташӗ-ручкисене, алшӑллипе супӑнне, пур пек шӑкӑр-макӑра — ҫывӑрас умӗн пӗр ҫӗререх пуҫтарса хуратчӗ Ваҫук каҫ пулсан.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӳртре сивӗнме пуҫланине туйсан: «Ну, ҫырла сапаки, кӑмака ҫине, — тет мучи. — Улӑп пӗррехинче Хур-сухал старике тӗл пулать…»

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эсӗ манран сивӗнме пуҫларӑн пулас…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӗнер хутнӑскер, вӑл сивӗнме ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрлахи шӑрӑх, ҫырма енчен кас-кас вӗрекен нӳрӗ сывлӑшпа хутшӑнса, сивӗнме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

— Тархасшӑн, ӑна ан тӗкӗн, атту сирӗнтен ӗмӗрлӗхех сивӗнме пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тӑвансенчен сивӗнме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пуршӑн-ҫукшӑнах чӗрре кӗрес мар, атте, пирус тенине эп хаваслансах, каҫӑхса кайсах туртмастӑп, пӗр тарӑхсан, ҫине тӑрсан, пирусран ӗмӗрлӗхех сивӗнме те вӑй ҫитереп пуль, хамӑр ялти Тарас Викторович каларӑшле, пирус вӑл пӗрмай ӗмме канихвет мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Иккӗмӗш купине сирнӗ чухне ун айӗнчен сивӗнме ӗлкӗреймен пӑчӑхса вилнӗ чӗпӗсем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Кӗрес, Марине яшкине сивӗнме парас мар.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл, хӑй тӗллӗн тем ҫинчен шухӑшланӑ май, пӗчӗкҫӗ таза шыв ячӗ те чӑлхисене ҫурӗ, вара вӗсене типме тесе халӗ те сивӗнме ӗлкӗреймен сӑмавар ҫине ҫакса хучӗ.

Она налила воды в тазик, думая о чем-то своем, постирала носки и положила их сушить на еще горячий самовар.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юратма та пулать, сивӗнме те часах, — ытарлӑраххӑн каласа хучӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫ ача ашшӗпе амӑшӗ тыткӑнра ӗмӗр пурӑнса та пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑйӑ карти те илем иртсен шыв сивӗннӗ пек сивӗнме пуҫлать; шавлӑ юрӑсем те, шӑв-шав та, тул ҫутӑлас чух макӑракан тӑлӑх купӑс сасси те ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗвел, Йӑлӑм урлӑ каҫса, Атӑлкасси хирӗ тӗлне ҫитнӗ ӗнтӗ, вӑл, кӗркунне пулнине систерсе, ҫӗр ҫине кӑшт сивӗнме пуҫланӑ шупка ҫутӑ сапать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнттамлӑха пула ҫывӑх ҫынсем сирӗнтен сивӗнме пултараҫҫӗ.

А несвойственная вам жесткость и холодность в общении способны стать причиной отчуждения с близкими.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр-пӗрне сивӗнме вӑхӑт парӑр.

Просто дайте друг другу время остыть.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех