Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паян ак вӑл Сехрене тепре пӑсӑрлантарса илчӗ, анчах хальхинче те усси пулмарӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗ, Кӑтра Михала, ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑмсем ытлашши вӑтанса тӑмасӑр Сехрене нумайччен тӑрӑхласа ларчӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Килте каҫхи апат вӑхӑтӗнче Кӗтерне хӑй Сехрене мӗнле ятлани ҫинчен Укахвипе Анушкана тата Липӑна каласа кӑтартрӗ.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— У, мур илесшӗ, нарастаран сехрене хӑпартрӗ, — тарӑхса каласа хучӗ амӑшӗ.
7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Майпентерех шакка ҫав, сехрене хӑпартса ан ҫӳре.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пирӗн сехрене хӑпартни кӑна, — тилмӗрсе каларӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эпӗ сехрене хӑпартакан, уҫӑмлӑ кунашкал кулӑ халиччен курманах.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӗсен ӳпкелешӗвӗ тертлӗ, калавӗсем сехрене хӑпартмалла.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ аса илнӗ матрос Хирте маррине, юттине йӗрӗнсе те кураймасӑр йышӑнатчӗ, унпа кам та пулин тавлашсан нӗрсӗррӗн шурса каятчӗ, вӑл сехрене хӑпартмалла кулсан вара унпа тавлашас кӑмӑл тӳрех сӗвӗрӗлетчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫыран хӗрринчи сасӑсем, пӑрахут кӑшкӑрӑвне хуравласа, унран сӑсран тайӑлнӑ савӑнӑҫ вӑйӗпе, тискер кайӑкӑн сехрене хӑпартакан, хӑрӑлти, тӑвӑлла сассипе иртсе кайрӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Сехрене хӑпартакан, вӑрах кӗмсӗртетӳ хӑрлатать, ҫаврӑна-ҫаврӑна куҫать, ӳхӗрет, ӳкет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Сехрене хӑпартрӑн! — тенӗ Ефим, хуҫи ҫине тинкерӳллӗн пӑхса.— Страхи какие! — сказал Ефим, с любопытством поглядывая в лицо хозяина.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
1. Тӳсейми хаярлӑхпа тата ырсунманнине куҫкӗретех палӑртса, хӑйне хай дворянин вырӑнне хуракан Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов, ман тӗлӗшрен тӗрлӗ ирсӗр ӗҫ тӑвать, сиен кӳрет, ҫӗлен пек чеелле, ман сехрене хӑпартма хӑтланать; ӗнерхи кун, кӑнтӑрла иртсен, вӑл вӑрӑ-хурах пек пуртӑсемпе те пӑчкӑсемпе, ийӗсемпе т. ыт. хатӗрсем илсе, ҫӗрле ман картишне каҫса кӗрсе, ман картана ҫитнӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Иртнӗ эрнере эрнекун эпӗ, ачасене лартса, уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм; шӑпах аслӑ ҫул ҫине тухнӑ ҫӗрте, ман сехрене яланах хӑпартакан леш кӗпер патӗнче, лашасем пылчӑка кӗрсе ларчӗҫ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сехрене хӑптаракан хускану вӑйланнӑҫем вӑйлансах пырать, ҫынсем пӗр-пӗрин сӑмахне тимлӗнрех итлеме тытӑнчӗҫ.Жуткая тревога усиливалась, внимание к словам друг друга росло.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сехрене хӑпартса кӑшкӑрнисене, хаяррӑн макӑрнисене, ятлаҫусемпе йӑлӑнусене хӑнӑхнӑ пуҫкасакансем, ытла та шӑплӑхран шикленсе каялла чакнӑ та алӑк умӗнче чарӑнса тӑнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Ҫутатакан пульӑсем вӗҫнине куратӑн та — пӗлсех тӑратӑн: вӗлернинчен ытларах сехрене хӑпартать.Видишь веер трассирующих пуль, уже знаешь — не столько убивают, сколько пугают.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак хуйхӑллӑ юхӑм хӗвеланӑҫ енчен сехрене хӑпартакан хыпарсемпе пынӑ, — темле чармалла мар танксем ҫинчен калаҫнӑ ҫынсем, пурне те пӗтерекен шавлӑ самолётсем ҫинчен пӗрне пӗри пӗлтернӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Эсир ман сехрене те хӑпартма пултаратӑр, — терӗ Виктор кӑвакарса кайнӑ тутисемпе.Вы нагнали и на меня панику, — сказал Виктор побелевшими губами.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Дантово ту хушӑкӗн тӗксӗм маччисен айне пырса кӗме тӑр кӑнтӑрла та сехрене хӑпартать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.