Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхине ҫичӗ сехетре тӑратӑп та пӗр стакан ӑшӑ ҫӑлкуҫ шывне, чей кашӑкӗ пылпа ӗҫетӗп.
Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742
Зинаида Алексеевна отпускра чух, пӗррехинче, каҫхине 9 сехетре тӑватӑ ҫухрӑмри ялта пӗр ҫын питӗ аптраса ӳкни ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пилӗк сехетре пӑрахут килет, унпа Светлана кӑнтӑралла каять…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Тепӗр кунне ирхине тӑватӑ сехетре вӗсем каллех пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ирхине ултӑ сехетре эпӗ ларнӑ «Жигули» пӑрахут юлашки сигнал пачӗ те, пристаньрен хуллен уйӑрӑлса, Атӑл варринелле шуса тухрӗ, вара анаталла Куйбышев еннелле ҫул тытрӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тепӗр пӑрахут ирхине ултӑ сехетре пулать, ҫавӑнпа кайӑп, терӗм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
— Анаталла каякан пӑрахут ыран вунпӗр сехетре кӑнтӑрла пулать, — терӗҫ кассӑра.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Маларах, Мускав вӑхӑчӗпе ҫурҫӗр иртсен 2 сехетре, интервью Америка журналисчӗн сайчӗ ҫинче пичетленсе тухнӑ.
Владимир Путин Tucker Carlson Network видеоплатформӑна хывакан Такер Карлсон журналистӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3637125
Туркменбаши аэровокзалӗ сехетре 800 яхӑн пассажирпа ӗҫлеме пултарать, куллен тӑвакан рейссен шутне Туркменистанпа ҫыхӑннӑ тӑватӑ рейс тата тӗнчепе ҫыхӑнтаракан Стамбула вӗҫекен пӗр рейс кӗрет.
Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)
2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче сехетре 800 ҫынпа ӗҫлеме пултаракан тӑватӑ хутлӑ ҫӗнӗ аэровокзала уҫнӑ.
Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)
Проект шайӗнче 3800 м тӑршшӗ вӗҫсе хӑпарса анмалли полоса, пилӗк рульлемелли ҫул, сывлӑш карапӗсем тӑратмалли перрон тунӑ, сехетре 500 пассажирпа ӗҫлеме пултаракан тӑватӑ хапхаллӑ пассажир терминалне, ВИП-терминал ҫуртне, ҫавӑн пекех ытти ҫурт-йӗрӗ тума палӑртнӑ.
Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)
Аэропорт терминалӗ сехетре 300 яхӑн пассажирпа ӗҫлеме май парать.Терминал аэропорта позволяет обслуживать до 300 пассажиров в час.
Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)
1989 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче сехетре 400 пассажирпа ӗҫлеме пултаракан ҫӗнӗ аэровокзал комплексӗ хута кайнӑ.
Дашогуз (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... %80%D1%82)
Вӗсем пӗр сехетре сана ҫаратса кайма пултараҫҫӗ, ҫавна, акӑ, пӗлместӗн курӑнать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Богданов ирхине вунӑ сехетре тин вӑранчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Общежити алӑкне консьерж шӑп та лӑп каҫхине вунпӗр сехетре питӗрсе хурать те хӑйӗн пӳлӗмне ҫывӑрма каять.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Экзаменсем сакӑр сехетре пуҫланмаллаччӗ, вӗсене пула тӑхӑр сехетре ҫеҫ пуҫларӗҫ акӑ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Малараххисенче аван паллӑсемех илнӗ, тепӗр утӑм ҫеҫ тумалла тесе шутласа сумкӑна кирлӗ ручкӑсем тата экзамена илсе кӗме юранӑ ытти ӑпӑр-тапӑра хутӑм, тумтире хатӗрлерӗм, будильнике ирхине ултӑ сехетре шӑнкӑравласа ятӑр тесе лартрӑм та кӑнтӑр иртсенех ҫывӑрма выртрӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Секретарь вӑл хула шайӗнчи канашлура пулнине, каҫхине сакӑр сехетре таврӑнасса пӗлтерчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Мухтанчӑк ҫав ҫӳллӗшӗнчен гриф кайӑк ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр чӗрчун вилли патне сывлӑшран сехетре 120 километр хӑвӑртлӑхпа аннӑн шаплатнӑ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.