Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сетнер сăмах пирĕн базăра пур.
сетнер (тĕпĕ: Сетнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сетнер, Сетнер!

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер тутлӑ ҫывӑрать Ҫӳллӗ юман кутӗнче, Нарспи ларать тӗлӗрсе Сетнер пуҫӗ вӗҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер, Сетнер, кала-ха, Ӑҫта каяс, мӗн тӑвас?

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Каччи те лайӑх унӑн, Сетнер пекех.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Шӑрҫапа тӗрленӗ «Нарспипе Сетнер», «Пурнӑҫ — малалла» композицисен, ӗлӗкхи чӑваш тумӗллӗ пуканесен авторӗ те вӑлах.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Атте аннене: «Ывӑл ҫуралсан Сетнер ятлӑ хур, хӗр ҫуралсан — Нарспи», — тесе каласа хӑварнӑ пулнӑ та, эп халь Нарспи ятлӑ авӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ма вара пурин те Нарспипе Сетнер пек ҫеҫ куҫа шартармалла ӗлккен, пӗр калӑплӑ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Апла, ҫамрӑкскерсем, пӗр-пӗрне юратаканскерсем, Нарспипе Сетнер пек тӑвасшӑн пулман-и? —

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ масар-хӑямат, Виҫӗ виле шӑтӑкра, Ача чипер Сетнер те Выртать юман тупӑкра.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗтнӗ мӗскӗн Сетнер те Усал вӑрӑ пурттинчен.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер чупса ҫитнӗ-мӗн Илтсе карчӑк сассине, Вӑрӑ, шуйттан, пурттипе Пуҫнех ҫурнӑ унӑнне!

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер амӑш, ахлатса, Сӗтел ҫине пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ы-ых, Сетнер, астӑвӑн: Манӑн хӗре эс ҫирӗн!

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ав, ав, хӗрӳ мӗн калать — Сетнер, шуйттан, илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер кӗрӳ пулмасан, Эпӗ сирӗн хӗрӗр мар.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер, йытӑ, кӗҫҫе пит, Пуян хӗрне ан хапсӑн!

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер ватӑ амӑшӗ Турӑх тупрӗ кӳршӗрен, Ҫӑкӑр-тӑвар кӑларса Хучӗ сӗтел ӑшӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сетнер пӗчӗк пӳртӗнче Вӗсем иккӗш лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле Юрлать Сетнер юррине: «Хура вӑрман, сӗм вӑрман, Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Такам юррин сассисем Кӗрет Сетнер хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех