Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сенкертерех акӑлчан хурҫи бамбукӑн пиҫӗ вуллине пӗрре ҫапсанах Горн вӑй-хӑват антӑхӑвӗпе, тимлӗх чарусӑрлӑхӗпе хӗмленчӗ, вӑйӑмӗн лӑпланми пӑрӗ йывӑҫ вуллисене кисретнӗ май самаях халсӑрланчӗ, анчах ӗшенӗвӗ темлерех пылак туйӑма куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сукмак-йӗр курӑнмасть; вӗсен урисем сенкертерех сарӑ курӑкран чӗр куҫҫи таранах чӑлханаҫҫӗ, экватор вӑрманӗ шутсӑр сарлака оранжерейӑна аса илтерет: кунта витӗр курӑнакан ҫи виттисене тӑвӑл хирсе ывӑтнӑ, ҫут ҫанталӑкпа этем тӑрӑшса тунӑ чикке шӑлса тӑкнӑ; тӗлӗнсе аптӑракан куҫ умне чи авалхи тӗс-тытӑм пултарулӑхӗ сарӑлса выртнӑн туйӑнать; ҫак туйӑм эпир ҫӗр ҫинче асамлӑх-па тӗлӗнтермӗш пирки уйланнипе тӑванлӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унӑн тӳрӗ те пысӑк сӑмсаллӑ, хӗрлӗ пичӗ ҫинче сенкертерех куҫсем хыттӑн ҫуталса тӑраҫҫӗ.На румяном лице его, с прямым, большим носом, строго сияли голубоватые глаза.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Лере — хӑмӑр та йывӑр тӗтре, вӑл хӑй хыҫӗнчен ҫӑра сывлӑш хӑварать, кунта вара — шурӑ, кӑшт ҫеҫ сенкертерех, типӗ тӗтре, унӑн пӗр тумлам та сывлӑм ҫук.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Лампа ҫак пӳлӗмре сенкертерех ҫутӑпа ырӑ шӑршӑсем сарса тӑрать, ырӑ шӑршӑ кӗтӗр тесе лампа хӑюне шӳтерекен ҫӑва араб имӗсемпе хутӑштарнӑ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сенкертерех ҫулӑм хӗҫӗсем карапсен ҫулне касса татрӗҫ, — вӗсем вӗҫсе хӑпарчӗҫ, ҫаврӑнчӗҫ те ҫухалчӗҫ.Мечи синеватого пламени пронизали путь кораблям, — они взлетели, закружились и исчезли.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хулан ҫурҫӗр пайӗнче ҫулӑм сенкертерех варкӑшла ҫӗкленсе сапаланчӗ.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аэлита сенкертерех шывалла пӑхрӗ те — унта хӑйӗн сӑнне курать, ҫутӑ пайӑрки унӑн хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ.Аэлита посмотрела в синеватую воду — и там увидела своё отражение, луч света падал ей на живот.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мачча ҫинчен — савӑтран тейӗн — искусствӑлла сенкертерех ҫутӑ юхать.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Темиҫе старик тин ҫеҫ юхтарнӑ ӑшӑ та сенкертерех раки тултарнӑ пичке умӗнче лараҫҫӗ.Вокруг медного котла с еще теплой ракией, которая казалась голубой, сидело несколько стариков.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӳлӗм тӗттӗмленчӗ, шурӑ ҫанӑсем тата сахӑр катӑкне шпагӑсемпе хӗстерсе тытнӑ алӑсем кӑна сенкертерех ҫулӑмпа ҫуталчӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку шӑпах чаплӑ «Кайри-Мару» шхуна, шупка сенкертерех, ҫав тери вӑйлӑскер.То была знаменитая «Кайри-Мару», голубовато-белая, очень длинная шхуна.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Кашнинчех вӗсенче виҫшер ҫӑмарта выртать, вӗсем сенкертерех, ӑшӑ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Мӗн пурӗ те пӗр вырӑнта, таҫти инҫетре куҫран ҫухалнӑ Крым ҫурутравӗн ҫыранӗ тӗлӗнче ҫеҫ акварель сӑррипе туртса хунӑ пек пӗр лаптӑк шупка сенкертерех йӗр курӑнса тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сенкертерех тӳпе тӑррине килкелесе тухакан чӗлтӗр-чӗлтӗр пӗлӗт татӑкӗсем самантрах сапаланса ҫухалса каяҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Эсӗ, тусӑм, кая юлтӑн ҫав, — калаҫӑва хутшӑннӑ ҫулӗ те шурӑ ҫӳҫлӗ, хӗвел питтинче пӑхӑр тӗслӗ пулнӑ хытанка питлӗ тата шурӑ та ҫӑра куҫхаршиллӗ летчик; унан сенкертерех куҫӗсем тӑрӑхласа кулнӑ пек, анчах ҫав хушӑрах шухӑша путнӑ пек пӑхнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑрӑм та сенкертерех ҫулӑм юлашки хут ҫӳлелле туртӑнчӗ те сӳнсе ларчӗ.
Пӗр вырӑнта тӑракан шывпа ҫунакан шыв // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл тинӗсӗн сенкертерех тӗтри ӑшӗнче ирӗлнӗ пек туйӑнчӗ.
Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Каҫ сӗмӗ станицӑна сенкертерех симӗс ӗнтӗрӗклӗ шӑплӑхпа пиеленӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Сенкертерех сулхӑн ӗнтрӗк хупӑрласа илчӗ пире.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.