Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасӑпах (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлместӗп, — терӗ организациллӗ пай заведующийӗ сасӑпах, — мӗн илӗртет сире Казахстанра?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӗсене шкул пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ статья кӑсӑклантарчӗ, сасӑпах вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Анчах сасӑпах юрламасть вӑл, шӑхӑркаласа ҫеҫ илет.

Но он не пел вслух, а только посвистывал.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

«Кавӑн» пайра ҫырнине сасӑпах вуларӗ Йӑван.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

— Мӗн тума юр ҫумасть-ха? — терӗ вӑл сасӑпах.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Чӑнах та!» терӗ вӑл сасӑпах.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сывӑ пул, ман ӑрӑсӑм, сывӑ пул, ман юратӑвӑм… — Нухрат каччӑ кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тахӑшӗ сасӑпах макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Килет! — сасӑпах каларӗ пулмалла вӑл.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чапкун чӗлпӗрне хытарса лашине тытса чарчӗ те Урасмет еннелле ӳпӗнсе сасӑпах кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ун ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ те путмар вӗҫне пуҫтарса хунӑ вырӑн ҫине ӳксе сасӑпах макӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, Эрнепи тӑхтамарӗ, пӗтӗм чунтан сехӗрленсе ӳкнӗскер, вӑл сасӑпах макӑрса ярса Ахтупай чӗннине пӑхмасӑр пӗтӗм вӑйпа ялалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кур-ха эс ӑна, вӑл упана ӑс кӗртес пулать! — терӗ сасӑпах Урасмет.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сылтӑм аллӑма пуҫ купташки еннелле ҫӗкленӗччӗ ҫеҫ, экзамен пама кӗрсе ларнӑ студентсем сасӑпах кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гобсон, вырӑн ҫинче арӑмӗпе юнашар выртаканскер, Джесси Тренган кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнин сӑлтавӗсем пирки сасӑпах шухӑшлать; унӑн ыйхӑ килмест.

Гобсон, лежа в постели возле жены, размышлял вслух о причинах внезапного появления Джесси Тренган; ему не спалось.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргианӑна халӗ ҫивӗч чӗрӗлӳ ҫупӑрласа ҫавӑрать; ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленсе вӑл пӳлӗмре темиҫе хут каллӗ-маллӗ утса ҫаврӑнчӗ, обой ӳкерчӗкӗ пирки сасӑпах шухӑшлать, мачча ҫинче ҫурӑк пурри-ҫуккине тӗпчет, унтан аякри чӳрече умӗпе тӑрса юсав хыҫҫӑн ҫурт еплерех чиперленесси, Джессие кӗркунне, ташӑсемпе савӑнӑҫлӑ каҫсем пуҫлансан, епле хаваслӑ пуласси пирки калаҫма пикенчӗ.

Тогда Моргиану охватило резкое оживление; встав, она прошла несколько раз по спальне, рассуждая о рисунке обоев, исследуя, нет ли трещин на потолке, а затем, остановясь вдали, возле окна, начала говорить о том, как будет хорош дом после ремонта, как будет Джесси весело осенью, когда начнутся танцы и вечера.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хевтесӗрленсе Кук хаш сывларӗ те мана палласа мӑкӑртатрӗ: «Вырнаҫсамӑр», — унтан тепӗр аякӗ ҫине сасӑпах ҫаврӑнса выртрӗ.

Обессилев, Кук вздохнул, пролепетал, узнав меня: «Устраивайтесь», — и с треском завалился на другой бок.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Вилӗм умӗнхи юлашки сӑмах, — пӳлӗмре такам пур пек, сасӑпах каларӗ Эверкки.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чӗрӗ кӑмӑл-туйӑмпа литературӑри ытарлӑх хӗресленчӗҫ те — вӗсене Гент сасӑпах ҫирӗплетрӗ:

Живые впечатления и литературные совпали, выразившись словами.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хамӑн сӑмахсенчен хам шикленсе ӳкрӗм, чутах сасӑпах персе яраттӑм, анчах ӑшра темиҫе хут та каларӑм: «Э-эх… Хӗр ача! Хӗр ача!».

 — Испугавшись собственных слов, едва я удержался сказать лишнее, но мысленно повторял: «Девчонка! Девчонка!»

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех