Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сасартӑках (тĕпĕ: сасартӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑках пӳрт умӗнчен урхамах тӑпӑртаттарса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов сасартӑках юрлама чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑратнинчен сасартӑках ырӑ калаҫу ҫине куҫни тӗлӗнтерчӗ тата кӑштах пуҫне те ҫавӑрса ячӗ Ваҫиленне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн те пулин тумаллах, — сасартӑках вӑранчӗ Ваҫилен янравлӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта вӑл сасартӑках лӑпчӑнса ларчӗ, ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗленчене пуҫтарса хурса йӗре-йӗре упӑшкисене аса илме тытӑнчӗҫ: туйсем, ытти хаваслӑ самантсем, ачасен ҫуралнӑ кунӗсем куҫ умне тухрӗҫ, сасартӑках — хура, тӗпсӗр шӑтӑк: упӑшкисене вӑрҫа ӑсатнӑ кун, «вилӗм хучӗсен» вӑрӑм черечӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫранах урасем сасартӑках шыҫса тӑртаннине курчӗ — пӗҫӗсем тӑрӑх хӑйне евӗрлӗ ӑшӑ хумсем саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑках тӑрӑшуллӑ пулӑшакан ҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лашмансен ҫемйин вӑрттӑнлӑхӗ сасартӑках уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑках ҫамрӑкланса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ывӑнни иртрӗ, инкексем манӑҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шакканӑ сасӑ каллех илтӗнчӗ, унтан вӑйланчӗ, ҫывхарса пычӗ, сасартӑках юнашарах ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ мӗнле иккен кунта лару-тӑрусем, — сасартӑках ӑнланса илет Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӑн та, таптаса тӳперен сасартӑках ҫил-тӑвӑл йӑтӑнса анать, тем чухлӗ шыв тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамлӑ шывӗ пуҫӗнчен пуҫласа куҫа шартаракан шурӑ-шӑрӑ ури патнех йӑпӑртаттарса чупса анать те сасартӑках йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗм мӗлке ӑшӗнче ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Акӑ мӗн, — тет вӑл сасартӑках.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хальхинче те ача хӑйне сасартӑках паттӑр пек туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан сасартӑках пӗр-пӗрин патне туртӑнса илчӗҫ те пӗр ытама кӗрсе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк такӑнас мар-ха тесе, пуҫне ҫӗклемесӗр утса пыраканскер, сасартӑках пӗр йывӑҫ умне пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сасартӑках калаймастӑп, — терӗ те ҫакскер, пуҫ каснӑ пек, урамалла тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех