Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хунар таврашӗнчи ҫутӑра йӗпхӳ вӗтӗртетни курӑннӑ, сарӑрах тӗслӗн курӑннӑ вӑл.И видно было, как рыжел вокруг пламени кружок моросившего дождя.
VIII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Унтан вӑл, сарӑрах уссине пӗтӗркелесе, ӳркевлӗн каланӑ:
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вӑл малтан сарӑрах тӗслӗн юхса тухрӗ, кайран вара, асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса, хура юпа пек тапма пуҫларӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тавлашу мӗн пирки пынине вӑл япӑх ӑнланнӑ, вара, Якова сӑнаса тӑрса, ывӑлӗ хӑйӗн ҫӳлти тути ҫинчи сарӑрах мамӑка шӑлкаланине, хӑй тӑрӑхласарах кулнине пытарма тӑрӑшни ҫине кӑмӑллӑн пӑхнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫӗр ҫинче, сарӑрах тӗтӗм евӗрлӗ курӑнакан пӗлӗтре ҫав тери вӗри, тӳсмелле мар пӗҫертекен шӑплӑх тӑчӗ; пур ҫӗрте те торфлӑ вырӑнсем, вӑрмансем ҫунчӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн сарӑрах, хитре мар тата савӑнӑҫсӑр сӑнӗнче ӑшшӑн кулни палӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ вӑрӑм пир кӗпи айӗнчен, сарӑрах ҫӳҫлӗ пуҫне хупласа, курпун шӑммисем палӑрса тӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Штабс-капитан Краут сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ, хитре те ҫивчӗ офицер, уссийӗсем хӗрлӗ, пысӑк ун, бакенбардӑсем пур; вырӑсла вӑл питӗ лайӑх калаҫать, анчах та вырӑс ҫынни вӑл калаҫнӑ пек калаҫас пулсан, ытлашшипех тӗрӗс те илемлӗ калаҫнӑ пулӗччӗ.
18 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Питҫӑмартийӗсемпе час-часах именчӗклӗн йӑл кулнине палӑртса тӑракан хӗрлӗ тути хӗррисене тин ҫеҫ-ха мамӑк пек ҫемҫе те сарӑрах тӗк шӑтма пуҫланӑ ун, тутисем кулнӑ чух йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫӳҫӗсем те ҫавах, сарӑрах тӗслӗ, анчах та ҫӑра вӗсем, тӑнлав тӗлӗнче кӑтраланса тӑраҫҫӗ.Волоса у него были те же русые, но густые и вьющиеся на висках.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кӑшт кӑна улӑхма ӗлкӗретӗр эсир ту ҫинелле, сылтӑмран та, сулахайран та шӗвӗр вӗҫлӗ пульӑсем шилетсе иртме тытӑнаҫҫӗ, эсир вара, ҫулпа юнашар тӑсӑлса выртакан траншея тӑрӑх каймалла марччӗ-ши тесе шухӑшласа та илӗр, тен; анчах траншейӑра чӗркуҫҫи таран шӗвек пылчӑк, сарӑрах, шӑршланса кайнӑ пылчӑк, вара эсир ту тӑрӑх каякан ҫулах суйласа илетӗр, мӗншӗн тесен эсир курсах тӑратӑр, пурте ҫулпа утаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫак хӑрушлӑ бастион пирки икӗ тӗрлӗ шухӑшлаҫҫӗ: пӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл ҫав бастионра нихӑҫан та пулса курманнисен шухӑшӗ, вӗсемшӗн пулсан, 4-мӗш бастион унта каякан кашни ҫыннах вилӗм кӳрекен вырӑн, тепӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл бастионрах пурӑнаканнисен шухӑшӗ, хайхи сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ мичман пеккисен шухӑшӗ, вӗсем вара сире 4-мӗш бастион ҫинчен каласа парас пулсан та, вӑл бастионра типӗ е ытла пылчӑк, землянкӑра ӑшӑ е сивӗ теме ҫеҫ пултараҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— 4-мӗш бастионра, — ответлет ҫамрӑк ҫеҫ офицер, эсир вара, «4-мӗш бастионра» тенине илтсенех, хӑй сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ офицер ҫине уйрӑммӑнах тимлӗн, ҫитменнине тата кӑштах хисеплесе пӑхса илетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Шуйттан-и тен, паян пирӗн патра ҫав тери япӑх! — хулӑн сасӑпа каласа парать сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ пӗчӗкҫеҫ офицер.— Черт возьми, как нынче у нас плохо! — говорит басом белобрысенький офицер.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ку сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ, шыҫмакрах сӑн-питлӗ этем.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Тупписем пурте пур иккен-ха ун ҫинче, — асӑрхаттарса илет сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ ача, карап патӗнчен ишсе иртнӗ май, ун ҫине пӑхкаласа илсе.— А на нем пушки-то еще все, — заметит беловолосый парень, проходя мимо корабля и разглядывая его.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сирӗн таврара ӗнтӗ халь ирхи хӗвелпе йӑлкӑшса, ҫиҫсе выртакан тинӗс, малта — тӗве тирӗнчен ҫӗлетнӗ пальто тӑхӑнса янӑ ватӑ матроспа сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ ача, ачи — пӗр чӗнмесӗр, тимлӗн, кӗсменсемпе ишет.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тарӑн тӳпере татӑкӑн-татӑкӑн ҫӳхе те сарӑрах пӗлӗтсем юхаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хӗвелтухӑҫӗнче сарӑрах хӗрлӗ хӗвел ылттӑн пек йӑлтӑртатса ҫунать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫийӗнче ҫуллахи симӗс гимнастерка, сарӑрах карттус, салтак шӑлаварӗ, сарӑ сӑран атӑ.Летняя зеленая солдатская гимнастерка, картуз, солдатские серые шаровары и желтые английские сапоги.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.