Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарса (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ытамне, уяр кайӑкӗ пек ҫунатсене сарса, ыткӑнас килет…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӳртрен тухрӗ те амӑшӗ ун валли чӑлана сарса хунӑ вырӑнӗ ҫине ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ара матрасӗ ахалех тӑрать те, сарса выртас терӗм, — тавӑрчӗ Курак Мӗтри, урине чӑлха тӑхӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл Анука вырӑн сарса пачӗ те тухса кайрӗ тет.

Она застелила кровать для Анук и убежала.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ҫак статьяна, ҫак сӑмахсене тупса вуласшӑнах ҫавӑн чухлӗ журнал, ҫавӑн чухлӗ кӗнеке сарса пӑрахнӑ-и вӑл хӑй йӗри-тавра?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Апла пулсан, — Муратов ватман хута Тимуш умне сарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗчӗ те, урисене чаркаласа, аллисене икӗ еннелле сарса, ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне тӗревленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй вӑл ҫӳллӗ те тӗреклӗ кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, урисене сарса, аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса, ҫап-ҫаврака куҫӗсене чӑрлаттарса, сӗкӗрт пек капмаррӑн ларать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каялла пӳрте кӗрет Думитру — диван ҫине Тоня ун валли вырӑн сарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗн шухӑшне кама та пулин калас килнӗ пулас та ӗнтӗ ку ҫыннӑн, халь, каланӑ хыҫҫӑн, вӑл, ахаль те савӑнӑҫлӑскер, кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнипе пӗтӗм тути-ҫӑварне сарса кулса ячӗ те машинине тӑрук хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ха, сарса ячӗҫ ӑнлантару ӗҫне!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫемҫерех пултӑр тесе темле япала та сарса панӑ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Фашистла авиаци хӑйӗн бомбардировщикӗсен ӗҫӗсен районне сарса пырать, Мурманск, Орша, Могилев, Смоленск, Киев, Одесса, Севастополь ҫине пырса бомбӑсем пӑрахать.

Фашистская авиация расширяет районы действия своих бомбардировщиков, подвергая бомбардировкам Мурманск, Оршу, Могилев, Смоленск, Киев, Одессу, Севастополь.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Икӗ регион хушшинче аталану ҫул-йӗрне пӗрле пӗрне-пӗри пулӑшса сарса пыма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Эс пур — унӑн арӑмӗ ҫинчен кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах сарса ҫӳретӗн теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку илем кил хуҫишӗн ҫӳпӗ-ҫапӑ кӑна, анчах усӑллӑ ҫӳпӗ-ҫапӑ: Сулагаев ӳкнӗ ҫулҫа шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарса лӑпӑпа арпалӑха ҫӗклет — хӗлле ӑна выльӑх айне сарса парӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Киле ҫитрӗҫ, мӑйӑра типӗтме сарса хучӗҫ.

Дома орехи положили сушиться.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех