Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать ӗнтӗ, ытлашши вӑрӑмах мар вӑл, анчах та ҫав тери сарлака этем, хулпуҫҫийӗсене ытла сарлаках теме ҫук унне, пуринчен ытла — кӑкӑрӗ сарлака; вӑл сарлака та платла этем, мӑйӗпе ӗнси ун ҫав тери тӗреклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе мар, палӑрмасть те вӑл, анчах хырӑмӗ те пысӑк мар ун, хӗвелпе пиҫсе сывлӑхсӑр ҫынӑнни евӗр саралса ларнӑ сӑн-питне курсан ӗнтӗ, ӑна ырхан ҫын теме те пулать.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тумланасса вӑл ятарласах район масштабӗнчи работниксем манерлӗ тумланать: хӗлле те, ҫулла та хура пуставран ҫӗлетнӗ сарлака ҫухавиллӗ гимнастерка, сарлака сарӑ чӗн пиҫиххи, ҫап-ҫутӑ пуличчен тасатнӑ, ҫӳллӗ кунчаллӑ хром атӑ тата сарлака симӗс галифе.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Пассажирсене хирӗҫ вӑтӑр-хӗрӗх ҫулсенелле ҫитнӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ та патвар кӳлепеллӗ, сарлака сухаллӑ, кӑшӑлласа кастарнӑ ҫӳҫлӗ ҫынсем пӑрахут ҫине кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сарлака хул-ҫурӑмлӑ, сарлака питлӗ, ҫырӑ куҫлӑ, ҫырӑ ҫӳҫлӗ каччӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӗр унӑн ачашшӑн чӑмӑртанӑ сарлака ал лаппине туйрӗ те ҫыннӑн сарлака ҫурӑмне ҫех курса юлчӗ.Девушка только и успела что ощутить тепло его широкой ладони да увидеть могучую спину и плечи.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эсӗ йӗрсен ансат тасалӑхне куратӑн, ҫак тасалӑх ҫурт йывӑрлӑхне ҫемҫетет; унтан — симӗс черепица, сенкер шыв пек витӗр курӑнакан кантӑклӑ шурӑ стенасем; сарлака ҫак картлашкасем, — вӗсем тӑрӑх ерипен, шухӑша путса капмар вулӑсем патне, сарлака ҫулҫӑллӑ туратсен мӗлкине анаятӑн, унта уҫӑ вырӑнсенче хӗвелпе мӗлке ӑнӑҫлӑ вырнаҫтарса тухнӑ хӳхӗм-капӑр чечексен клумбисем ҫӳлелле ҫӗкленсе савӑнтараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хул пуҫҫисем унӑн, ытти тӗлӗшпе вӑл сарлака шӑмӑллӑ мар пулин те, кӑнттамрах, сарлака аллисене кӗлеткинчен перӗнмесӗр, ирӗклӗн ҫакӑнса тӑма чӑрмантараҫҫӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шывӗ сарлака, сарлака; Тӗпӗ лачака, лачака; Кимӗ тӑпӑлкка, тӑпӑлкка.Река широка, широка; Вода глубока, глубока; Лодка легка, легка.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑш чух тата тӗрекле, сарлака кӑкӑрлӑ, ҫӑра та сарлака сухаллӑ, тутарла шакла хыртарнӑ ҫын пыратчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ун умӗнче сарлака хулпуҫҫиллӗ, сарлака тата чӑпар пит-куҫла пысӑках мар арҫын ача тӑнӑ.Это был низенький, коренастый мальчик о широким лицом, покрытым веснушками.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Малти ӗретре сӑхман ҫинчен шурӑ саппун ҫакнӑ ҫын тӑратчӗ, вӑл сарлака сӑран пиҫиххиллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӗсӗнчен пӑхсан аш-какай сутаканскер пулмалла, кӗскен каснӑ ҫуллӑ ҫӳҫне силлесе илчӗ те пуриншӗн те ответ пачӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫакӑ, Аркадий Павлыч каланӑ тӑрӑх, патшалӑх ҫынни, ҫӳллех мар, сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ те патмар, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, янкар пӗчӗк куҫлӑ, сарлака сухаллӑ ҫын.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Хӗрачасем кантӑк ҫутинче пӗчӗк урисене унталла-кунталла пусса тӑнине сӑнанӑ май, эпӗ сасартӑк хама питех те сарлака пек, урлӑш-тӑршшӗ пӗр пек туйса илтӗм; ҫак хӗрачасемпе е ҫак уйӑхпа, е, калӑпӑр, Нинӑпа танлаштарсан, питех те сарлака пулас эп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӗрарӑм тумне тумланчӗ, анчах хӑй нимӗн чухлӗ те хӗрарӑм пек мар — ҫӳлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, уттисем кӑнттам, сарлака янахлӑ.
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Унӑн — сарлака ҫамки ҫинче хура куҫхаршисем, витӗр курӑнакан таса куҫсем, хулпуҫҫийӗсем сарлака.
Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Петьӑн кепки айӗнчен хура ҫӳҫӗн кӑтрашкисем тухса кайнӑ, куҫхаршисем хура та сарлака, хӗрлӗ пит ҫӑмартисем хӗвелпе пиҫсе кайнӑ, янах шӑммисем кӑшт сарлакарах, куҫӗсем шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ, хӑй ҫав тери вӑйлӑ пулни палӑрать.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Виҫҫӗмӗш вырӑнсенче эпир тата лутрарах, сарлакарах та тӳремрех, аран палӑракан тӑрӑллӑ, сӗвек тайлӑмлӑ та сарлака айлӑмлӑ тусене куратпӑр.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
«Сулико» отрядӗнчи грузинсем пурте сарлака ҫурӑмлӑ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӑвӑр пилӗклӗ, атлетсемпе гимнастсенни пек шӑмшаклӑ, ҫирӗп алӑллӑ ҫынсен ҫан-ҫурӑмӗ ҫинче лайӑх ҫыпҫӑнса тӑракан тумтирӗсене вӗсем пемелли тата чикмелли хӗҫпӑшалсемпе Кавказ ҫыннисен йӑлипе питӗ пуян капӑрлатнӑччӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак сарлака хулпуҫҫиллӗ, сарлака янахлӑ, куштӑрканӑ питлӗ лутра салтака ротӑра пурте юратнӑ.В роте любили этого широкоплечего, приземистого солдата с худым, скуластым,
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.