Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сапалать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрсе ҫитнӗ хӗвел, ҫуллӑ ҫатмари ҫӑмарта сарри пек ҫуталса кайнӑскер, сапалать те сапалать хӗрӳ ӑшшине мӗнпур таврана.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лесник пӳрчӗ хыҫӗнчи чӑрӑш тӑррисемпе выляса, уйӑх майӗпен имшер ҫутине пӗве тӗкӗрӗ ҫине сапалать, сулӑ ҫинче салтак бушлачӗ пӗркенсе ларакан Тамарӑна питрен ачашлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Перекати-поле» ятлӑ курӑк ҫилпе кусса пырать, вӑррисене сапалать.

Катится по ветру и рассеивает семена перекати-поле.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вара ҫӗр халӗ те-ха, ҫав ҫын туйӑмӗсемпе шӳсе касӑхнӑскер, ҫав пархатарлӑ туйӑмсене курӑнми шевле пек ярӑмласа каялла тавралӑха сапалать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ват йӑмрасем хӑйсем юрлама пуҫлаҫҫӗ те — юррине, кӑштах ҫӑтса юлнӑ хыҫҫӑн, сӑрталла параҫҫӗ; сӑрт та ӑна кӑшт хӑй ӑшне сӑрхӑнтарса илет, юлашкине малалла ӗнерсе парать, юрӑ сассине вӑл улӑх тӑрӑх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗвел тухнӑ ӗнтӗ, ҫуркунне ҫитнӗ май вӑл хӗрӳ шевлисене кӑваккӑн курӑнакан юр ҫине сапалать, пӳрт хӗрринчи пӑр катӑкӗсене ирӗлтерет: патлатса тумла тумлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сӑпкари ачан ҫемҫе те йӑваш куллипе япшаррӑн йӑлтӑртатакан ирхи хӗвел, куҫа шартса, ҫӗр ҫине васкамасӑр, ӑшӑ, чуна сиплӗх те ырӑлӑх кӳрекен ылтӑнне сапалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗнтӗ пуҫ тӳпинчи хӗвелӗ, алхаса-алхаса шӑранса, ӑшӑ-вӗри ылтӑнне ҫӗр ҫине пӗр хӗрхенмесӗр, туллин, шарлантарса, ывӑҫла-ывӑҫла акать, ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн сапалать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шап-шурӑ ҫеҫкеллӗ ҫуркунне вара, хӗр хуйхине курмасӑр, таврана телей сапалать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗр купа патӗнчен тепӗр купа патне пырса сапалать чӗпӗсене Лена, анчах усси сахал.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл мӑнаҫлӑн хумханса, вӑрман сывлӑшне тавралӑха сапалать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Халь ҫеҫ вӑрман хӳтлӗхӗнчен йӑпшӑнса хӑпарнӑ хӗвел хӑйӗн ҫутӑ та ӑшӑ пайӑркисене ним шеллемесӗр ҫӗр ҫине сапалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑйӗн вӑйсӑр ҫутине вӑрман ҫине сапалать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫил ӑна унталла-кунталла сапалать, хыт-хурасене силлет, кукӑр-макӑр лутамас хурӑнсен ҫулҫисене тата-тата вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӳперен пӑхать ҫут уйӑх, Сапалать хӑй кӗмӗлне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тӳперен пӑхать ҫут уйӑх, Сапалать хӑй кӗмӗлне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Кашни урапа ҫинченех Ухтиван уялла пӗрер кӗреҫе тӑпра илсе сапалать.

С каждой телеги Ухтиван бросает в поле по одной лопате земли.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Гариф ӗҫсӗр ларасран аллинчи кӗреҫипе умӗнчи тӑпрана тӗвет, ӑна авӑсса йӗри-тавраналла сапалать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑшпӗр нота хучӗсене ҫил вӗҫтерсе сапалать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хушӑкӑн тепӗр енӗ кунтинчен тӑватӑ метр пек аяларах; малалла ҫӗр ҫыранти чакӑл хысаксем патне ҫитиех картлашкан-картлашкан вашмӑкланса анать, ҫав енчен вӑйлӑ ҫил ҫырана ҫапӑнакан хумсен сассине сапалать.

Противоположный край трещины был ниже первого метра на четыре; за ним шли резкие скачки почвы вниз, до самых береговых скал, откуда при сильном ветре явственно доносились залпы прибоя.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех