Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирень вӑрманне те кайса килтӗмӗр, паркра та ҫӳрерӗмӗр, ыранхи уйрӑлу йывӑрлӑхне самантлӑха пулин те манма тӑрӑшрӑмӑр, анчах ниепле те манаймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах унӑн савӑнӑҫӗ самантлӑха кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Шупашкартан?! — темӗншӗн тӗлӗннӗ пек пулчӗ те каччӑ, самантлӑха Люся ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсене самантлӑха шӑп тӑрса хисеп тума ыйтатӑп.

Прошу почтить их память минутой молчания.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Этем вилет те шӑпланать, сывӑ юлнисем те, ҫӗлӗкӗсене хывса, самантлӑха шӑпланса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун вӗри чӗри пӗр кун, пӗр сехет те пулин юратакан тус-йышӗсем хушшинче, хӑйӗн телей ҫук пулсан та, вӗсен телейне курнипе савӑнма, чуна пӑшӑрхантаракан, салхуллантаракан сӑлтавсене самантлӑха та пулин манма хӗтӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, Микула каласа панинчен Матӗрне хулара пурӑннине пӗлчӗ пулсан та, пӳртри япаласем кунта пурнӑҫ пӗр самантлӑха та чарӑнман пекех кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх самантлӑха шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун самантлӑха ҫухалса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана шухӑшӗнчен самантлӑха сирсен те, ун куҫӗ умне упӑшки пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самантлӑха вӑл кумӑшӗ ҫинчен те, урамра халь ҫеҫ пулса иртнисене те манчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук самантлӑха шухӑша кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑкӑрӗ йӑр юхса аннине туйсан, самантлӑха тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кӗтмен ҫӗртен килсе тухни халӑха самантлӑха ҫухалтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук самантлӑха ҫухалса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Коридор тепӗр вӗҫӗнчен ҫуйхашакан хӗрарӑмсемпе пӗрле хуҫи килнине курсан, крючниксем самантлӑха шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, хӑй кӗпесӗррине тата ҫийӗнче темле ҫӗтӗк пиншакне астусан, самантлӑха шыв ӗҫес килнине мансах, мӗн пулса иртнине аса илме тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самантлӑха чарӑнса сывлӑшне ҫавӑрсан, сассине кӑштах ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр самантлӑха ман пуҫра: «Кирлӗ мар япала тумастӑп-ши?» — текен шухӑш та ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мучи самантлӑха шӑпланчӗ те эхлете-мехлете ҫурӑм хыҫӗнчи ҫытар-минтере тӳрлетрӗ, ун ҫине меллӗрех таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех