Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салтака (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтанах салтака ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Салтака каиччен каччӑ Хусанта пӗр организацире картограф пулса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

Ҫамрӑк каччӑсен пурнӑҫӗнче вӗсене салтака ӑсатса ярасси чи пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

Пӗчӗкҫеҫҫӗ хуняма, генерал айӑпа кӗнӗ салтака пӑсӑрлантарнӑн, ним мӑр кӗшӗклет.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шанчӑклӑ салтака яваплӑ заданисем пурнӑҫлама шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Пӗлме, Канаш хулин масарӗ ҫинче — 11 тӑванла вил тӑпри, унта пирӗн тӑрӑхра сипленнӗ, анчах та йывӑр суранӗсене пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ 377 салтака пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванла вил тӑприне йӗркене кӗртнӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d1%82a%d ... 82%d0%bde/

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Вӑл яштака салтака, таврӑннӑ ятпа саламласа, ҫурӑмӗнчен лӑпкама пӑхать, кармашса ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эсӗ салтака тухса кайсан, тепӗр куннех ӗҫе тухман иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хальхи вӑхӑтри салтакӑн унашкал йывӑрлӑхсене ҫӗклемелле мар, хальхи салтака ал-ура йӑрӑлӑхӗпе куҫ-пуҫ ҫивӗчлӗхӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Айванрах ӗнтӗ ватӑ ҫын, айваннинчен ытла салтака ҫӗршыв ялан питӗ те тутӑ тытса усранине тӗшмӗртейменни пулӗ-ха ку.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ах, салтака каяс килет-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пилӗк ывӑлтан кӗҫӗннине салтака пама калаҫса татӑлаҫҫӗ стариксем, мӗншӗн тесен: чи аслине парас — ачи нумай; иккӗмӗшне парас — мӑшӑрӗ усал; вӑталӑххи ҫуртра — ӑсли самай; ун хыҫҫӑнхи — кӑҫал ҫеҫ авланнӑ…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли итлесе выртать; Мӑнтарӑнсем, ӑш ыйхине татса, Канаш тӑваҫҫӗ иккӗш ерипен: «Хӑш ывӑла парар-ши салтака?

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Шахвӑртса каласан, ҫавӑн пек роман авторӗ тылра ҫӳрекен салтака аса илтерет: унта салтак хӗрсем-хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем умӗнче мухтанса ҫӳрет-ҫӳрет те, ҫапӑҫма патне ҫитсен, вута кӗме хӑраса чӗтрене ерет, ним тума аптраса, траншея тӗпне кукленсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫирӗм ҫула ҫитсен Егора салтака илнӗ, вӑл Варшавӑра кавалерист пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Салтака каякансене ӑсатма кунӗ ятарласа саккаспа килнӗ пек пулать паян!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем салтака юрӑхсӑр тесе ҫырса хунӑ, тет, сана, — татса каларӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ салтака каясшӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех