Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сакӑрвуннӑран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек ҫынччӗ сакӑрвуннӑран иртсе ҫӗре кӗнӗ Элексантӑр мучи.

Куҫарса пулӑш

Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Герберта кунта ӑсатнӑ чухне эпӗ вӑтӑр саккӑртаччӗ, халӗ сакӑрвуннӑран иртрӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ватӑран та ватӑччӗ Ҫеклепи кинеми, сакӑрвуннӑран иртнӗскерччӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чирлӗ хӗрарӑм умӗнче сакӑрвуннӑран иртнӗ кӳрши — Лисук кинемей тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сакӑрвуннӑран иртнӗ пулсан та, пуҫ тӑнӗ улшӑнман унӑн, ӗлӗкхине веҫех астӑвать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах вӑл, хӑй сакӑрвуннӑран иртнӗ пулин те, колхоз хуралӗнче питӗ аван ӗҫленӗ.

Впрочем, он исправно исполнял в колхозе обязанности сторожа, и, хотя перевалило ему уже за восемьдесят.

Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.

Цзю-цзинь кинемей сакӑрвуннӑран та каҫса кайнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫаплипех сывӑ, ҫаплипех мӑкӑрти.

Прабабке Цзю-цзиня перевалило за восемьдесят, она здорова, но по-прежнему ворчит.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

— Чӑн художник яланах кӑшт катӑк, – тет сакӑрвуннӑран иртнӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех