Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫне (тĕпĕ: савӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи кун та ҫав кӑмӑллӑ тӗлӗке куратӑп, – савӑнӑҫне пытармасть Гульнара Зубаирова.

Куҫарса пулӑш

21 млн тенкӗ выляса илнӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/lotereya-vylyav/ ... ln-3398010

Савӑнӑҫне парнелекенни вара Василий Якушев чӑваш арӗ пулнине манар мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Ҫӗрпе хӗвелӗн искусственнӑй спутникӗсем, тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе ямалли хӑватлӑ карапсем, атом вӑйӗпе ӗҫлекен электростанцисем, совет ҫыннисем космос карапӗсем ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ӑнӑҫлӑн вӗҫсе ҫаврӑнни — ҫаксем пурте коммунизмӑн иксӗлми вӑй-хӑватне кӑтартса параҫҫӗ, пӗтӗм этемлӗхӗн ҫута шанчӑкӗпе савӑнӑҫне палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах манӑн ҫав самант савӑнӑҫне тӗксӗмлетес килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ял ҫыннисем хӑйсен савӑнӑҫне пирӗн ӗҫтешпе Юлия Адюкова репортёрпа та пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Нумаях пулмасть округ ертӳҫисем Пуканкасси клубне официаллӑ майпа уҫма, штат кӗртме шантарчӗҫ», - савӑнӑҫне пытармарӗ Альбина Дмитриевна.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Эпӗ халӑхпа пӗрле пулса халӑх хуйхи-суйхине, халӑх савӑнӑҫне курма-туйма вӗренес вырӑнне хам пӗччен пурӑнса хамӑн савӑнӑҫа, хамӑн хуйха-суйха ҫеҫ курма, ӑнланма тӑрӑшнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Каччӑ мӗншӗн ҫавӑн пек каланине тавҫӑрса илнӗ Альбина савӑнӑҫне пытараймасӑр витӗр курӑнаслах хӗрелсе чиперленчӗ, ҫапах та хӑй ӑнланманҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Халӗ сирӗн питӗ пурнӑҫ савӑнӑҫне туймалла.

Вам сейчас остро необходимо ощутить радость жизни.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тукайри ФАП заведующийӗ Тамара Коновалова хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймасть:

Куҫарса пулӑш

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Ял ҫыннисен савӑнӑҫне ҫав кун Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрле пайларӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Катя та хӑйӗн телейӗпе туллин киленет: мӑрла-мӑрла, пуҫӗпе аппа кӑкӑрӗ ҫумне те шӑлӑнкалать, ун ал пӳрнисене ҫулакаласа илет, хӳрине вӑраххӑн выляткалать — савӑнӑҫне ниҫта шӑнӑҫтараймасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

«Шурӑ пӑнчӑ» — ҫапла ят патӑм эпӗ халь анчӑка — ӑшра савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, ман тавра ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупкалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрачасем хушшинче Полинана та курсан, Ула Тимӗр хӑйӗн янкӑр тӳпери каҫхи вӑййа тухнӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр савӑнӑҫне ниепле те пытараймарӗ, меллӗ май ҫаврӑнса тухсан хӗрачана ҫурӑмӗнчен е хулпуҫҫийӗнчен лӑп-лӑп ачаш тукаласа та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ Пурис халь-халь арҫын патне пашкаса, пӑсланса, ыткӑнса пырса ҫитӗ, тен, хӑй савӑнӑҫне пытараймасӑр, ӑна ҫупӑрласа та илӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малалла ҫутта тӗллесе тапраннӑ май, Ула Тимӗр, ӑшра капланса хӑпарнӑ савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, йӑшшӑм-пӑшшӑмпа, «лакӑм-тӗкӗмлетсе» сӑвӑ та «арлама» пуҫларӗ (сӑмахпа ҫул кӗскелет):

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ман ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ паллийӗ пултӑр, эппин, — савӑнӑҫне пытараймарӗ Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Инҫе ҫул хыҫҫӑн тӑван йӑвисене таврӑннӑ вӗҫен кайӑксем, савӑнӑҫне тӑка-тӑка, чунтан хавасланса юрлаҫҫӗ, ытарайми мӑшӑрӗсене илӗртсе илемлӗ кӗвӗсем шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Йывӑр ҫухату Ревлен Петрович вӑй-хӑватне те, савӑнӑҫне те пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех