Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек кӗнекесене уҫса вулама тытӑнатӑн та, ҫуррине ҫитичченех пӑрахас килет: сана унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем, ҫынсен шӑпи ним чухлӗ те хумхантармасть, — ни савӑнтармасть, ни пӑшӑрхантармасть, — «малалла мӗн пулать-ши?» ыйту ыйхуна мантармасть.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Каспий тинӗсӗн пӑтранчӑк шывӗ те куҫа савӑнтармасть: тинӗс хӗрринчи пекех, тинӗс те кунта пушӑ, кичем, салхуллӑ.Мутноватые воды Каспийского моря не веселят глаз: море так же уныло, как и пустынный берег.
Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Анчах Укаслӑва халӗ нимӗн те савӑнтармасть.
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пулӑ кӗмест вӑлтана, савӑнтармасть Йӑвана, утне ҫитмен туртине, Йӑван ӗҫет ҫуттине.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.
Шывра хӑйӗн сӑнне курни те савӑнтармасть Паҫана.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хыпар килет тӗк, ку хыпар пӗр ҫемьене ҫеҫ савӑнтармасть, пӗр ҫемьене ҫеҫ хурлантармасть, пурин чӗри патне те ҫитет.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Икӗ тӑванла халӑх пӗр-пӗринпе вӑрҫӑнни никама та савӑнтармасть, ҫамрӑк салтаксем Тӑван ҫӗршыв чысне хӳтӗлесе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗреҫҫӗ.
Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/
Тен, хан Арскран Хусана таврӑнни те савӑнтармасть ӑна?
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗрре те савӑнтармасть Булат Ширина ӳсӗр мӑрсасем кӗрлени, улансем посад тӑрӑх халӑха утсемпе таптаса ҫӳрени, хан тантӑш-пӗлӗшӗсем вырӑс посольстви еннелле чулсем вӑркӑнтарни.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫук, ним енчен те ҫакӑ пире савӑнтармасть.
Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html
— Мунча вӑл ҫапӑнма пӗлмен ҫынна юратмасть, тутлӑ шӑршипе те савӑнтармасть.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӗнтӗ ӑна Ахтупай ҫул хӗрринчи пӗр тунката умӗнче чарӑнни те, вӑл, пиҫиххирен ҫакса тултарнӑ кайӑк кӑвакалӗсене вӗҫерте-вӗҫерте хурса унта канма ларни те савӑнтармасть: Эрнепи пурпӗрех вӑрмантан тухса ун патне пырас ҫук.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шел те, ҫакна палӑртса хӑвармах тивет: республикӑри ҫул-йӗр хуҫалӑх отраслӗн аталанӑвӗ питех савӑнтармасть.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Вӑл шӑнса кӳтнӗ, кӗлетки хытсах ларнӑ, анчах чарӑну ӑна савӑнтармасть, канӑҫсӑрлантарать.Он продрог, занемел телом, но остановка не обрадовала, а встревожила его.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр тесен — полици килсе кӗни савӑнтармасть.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ку тӗрӗс-ха вӑл, анчах ҫапах та чӗрене савӑнтармасть.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Мана наука тунӑ ҫӗнӗ открытисем савӑнтарнӑ пек нимӗн те савӑнтармасть, анчах тем ҫакӑн пек открытин вӑрттӑнлӑхне пӗличчен хам королевствӑн ҫуррине пама хавасрах, — терӗ вӑл.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунта ҫӗр ӗҫлекен ӗмӗрлӗхех хӑйӗн ани ҫинче пӗшкӗннӗ те ӑна нимӗн те: уй хӗррисенчи илемлӗ йывӑҫсем те, пуҫӗ тӑрринчи кӑвак пӗлӗт те, шутсӑр нумай тӗрлӗ вӗҫен кайӑк юрлани те, хӑй аллипе пухса кӗнӗ тыр-пул та савӑнтармасть.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Мана эс выляса илни те савӑнтармасть, выляса яни те кӳрентермест; эсӗ картла выляма вилесле юратни ҫеҫ пӑшӑрхантарать, ҫав вӑййа пула эсӗ мана ҫепӗҫ юратасси иксӗлет, ун пиркиех сана ҫакнашкал кӑмӑла каймалла мар чӑнлӑха калама тивет, ҫакӑ, тур пӗлет, маншӑн ҫав тери йывӑр!
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Союзниксен авиацийӗ вӗҫсе килни савӑнтармасть, тарӑхтарать пулас, хӑйсен тарӑхӑвне вӗсем палӑртасшӑн мар.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
- 1
- 2