Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнса (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп малтан савӑнса ӳкнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иван Семенович савӑнса кайрӗ: ҫапах та вӑрҫӑ пуҫланиччен вӑл килне тепре кӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шкула килччӗр ачасем Юратса та савӑнса.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкул // Мария Иванова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Паянхи кун вӑл ниме пӑхмасӑр малалла талпӑнать, ачисен, мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Тепӗр чухне пулсан никӗс пӑтти ҫинӗ хушӑра халӑх савӑнса ҫеҫ ӗҫмеллеччӗ ӗнтӗ, ташламаллаччӗ, юрламаллаччӗ, хальхинче ҫӗнӗ пӳртре пӗр юрӑ та янӑрамарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Лайӑх иртет кӑҫал ҫинҫе, — терӗ Пикпав старик эрне хушшинче пӗр пӑсӑк ӗҫ те, пӗр пӑтӑрмах та пулманнишӗн савӑнса.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле, тӑраятна, Северьян? — вилменнишӗн савӑнса сӑмах хушрӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗреш темелле сире, чӑнах! — савӑнса калаҫрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫывӑха пыма хӑрарӗҫ пулин те ку вута ҫывӑхри ялсенчи ҫармӑссемпе чӑвашсем савӑнса пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн уйӑх пӗтиччен ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнса пурӑнчӗ ҫав ҫуркунне Хусан халӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑнса кайнӑ мӑрсасем ӑна ҫийӗнчех йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫак крепоҫрех-и? — савӑнса ӳкрӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та вӑл Ахтупая хӑлха чикки памарӗ, ашшӗ вӑрҫнине савӑнса итлесе тӑракан ывӑл ачи еннелле пуҫ сулчӗ те ӑна кӳршӗрен темле Ивашкӑна чӗнсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай унран хӑтӑлнишӗн савӑнса хула тулашне хӑйӗн ҫыннисем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳлерте Селиме ӑна савӑнса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем ӑна вӑйа, савӑнса кулнӑ ҫӗре, чӗнме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ухӑ йӗппи этем мӗлкине лексен савӑнса кӑшкӑран, хӑйӑр ӑшне кӗрсе тӑрӑнсан шӑп кӑна тепре ҫаврӑнса ишсе килен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юн юхтарса ывӑннӑ тутар ҫарӗ пӳртсене йышӑнса, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнса канчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнпа та-и Танук-нойон яла курсан савӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех