Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рете (тĕпĕ: рет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑ учителӗ мана сассу лайӑх тесе мухтать, хорта ялан хӑй умне чи малти рете тӑратать.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫапӑҫу хирне правительство ҫарӗ ҫитнӗ, вӗсен батальонӗсем виҫӗ рете тӑрса тухнӑ, драгунсем хыҫалта тата флангсенче вырнаҫнӑ.

Через некоторое время к полю битвы подошла правительственная армия и разместилась на поле в три линии батальонов с драгунами сзади и на флангах.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Хура Ҫимун малти рете хӗсӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вуникӗ кӗрешекен музыка каланӑ май арена тавра утса ҫаврӑнчӗҫ те пӗр рете тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, комбинат делегачӗсем, пурте пӗрле чӳрече ҫумӗнчи пӗр рете вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пирӗн рете тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тумтир сутнӑ рете кӗрсе пӑхрӗҫ.

Заглянули в ряды с одеждой.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Вӗсем вӑрӑм рете тӑсӑлса кайрӗҫ: камӑн вӑй юлнӑ, малта пырать.

Дети растянулись в длинную линию: те, у кого еще были силы, шли впереди.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Йӗкӗрешсене иккӗмӗш рете арҫын ачасемпе пӗрле тӑратрӗҫ, лешсене хуллен сасӑпа юрлама ыйтнӑ.

Близняшки оказались во втором ряду с мальчиками, которых попросили не петь громко.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Мӑнкун ҫитсессӗн тӑванӗсемпе рете ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

— Пӑх-ха, сулахайри виҫҫӗмӗш рете.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Халлӗхе вӑл, ахӑртнех киносеанс хыҫҫӑн калас тесе пулас, нимӗн те шарламарӗ, пӗр чӗнмесӗрех малти рете вырнаҫса ларчӗ.

Он не произносил пока никаких речей, отложив это, по-видимому, на конец киносеанса.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Легионерсем велосипечӗсене пӗр рете лартрӗҫ те пӗрешкел утӑмсемпе хӑйсене пӗтӗм шкул кӗтекен вырӑналла — актовӑй зал еннелле утрӗҫ.

Они поставили в ряд велосипеды и размеренным шагом направились в актовый зал, где их уже ожидала вся школа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чи хыҫалти рете вырнаҫса ларса Прелл та Горовица итлеме пуҫларӗ.

Усевшись в заднем ряду, принялся слушать Горовица и Прелл.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимофей Иванович чӗнмест, хӗрринчи рете кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Анукпа Кӗтерук малти рете тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳссе тӑраймарӗ вӑл, каччине ҫывӑхран курас тесе, малти рете хӗсӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан манӑр ҫавна, — терӗ профессор, студента малти рете ларма сӗнсе.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Фронтра пулнӑ лекӗрсем хӑйсене ыттисенчен танлӑрах тытаҫҫӗ, малти рете вырнаҫса ларма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев хыҫалти рете кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех