Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районти аптекӑра ӗҫлекен йыснӑшӗнчен вӑл ҫывраттаракан эмел илнӗ те Суйӑк мӑнаккӑшне тыттарнӑ, манпа тӗл пулнӑ хушӑра ҫав эмелпе усӑ курма сӗнӳ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Шкул ачин сумкине хурса алла хресчен сенӗк-кӗреҫине тытнӑ тапхӑрта Вихтӗрсене, колхозри ҫамрӑк волейболистсене, районти ӑмӑртӑва илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Производство практики тухма ӑна пирӗн районти Ҫӑкӑр заводне янӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Ҫав вӑхӑтрах 20 ҫул ытла районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче районти Культурӑпа Туризм ҫурчӗн ӗҫченӗсем тата ял тӑрӑхӗсенчи культура вучахӗсенче вӑй хуракансем 1941 ҫулта хӳтӗлев чиккисене хӑпартнине кино ӳкерсе сӑнласа пама пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Пирӗн районти пӗрлештернӗ культура тата библиотека системин ӗҫченӗсем виҫӗмкун иртнӗ семинарта хутшӑнса пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Унтан хӑнасем районти краеведени музейне пынӑ, унта купца тата мещенсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан пӳлӗмсенче пулнӑ, ҫавӑн пекех районти тӗп библиотекӑн ҫӗнелнӗ сӑн-сӑпачӗпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Кунта хӑнасем предприяти кӑларакан продукципе паллашнӑ кӑна мар, районти ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе килӗштерсе ӗҫлемелли майсене те сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Вӗсен хушшинче пирӗн районти Уплерте пурӑнакан Альбина Борцова та пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Кукашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Емельянова тата районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Николай Борисов ял халӑхӗпе пӗрле тирпей-илем кӗртес, масара тирпейлес ӗҫе хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Таса урамсенче пурӑнма кӑмӑллӑ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/ta ... urnma-kmll

Ҫавӑн пекех туяннӑ техникӑшӑн 40 процентне каялла тавӑрса пама май паракан патшалӑх программипе усӑ курса районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен нумайӑшӗ техника паркне ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

«Пушкин картти» программа шайӗнче Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти 8а класра вӗренекенсем валли районти ача-пӑча библиотекинче ӗҫлекенсем «Нейрографика» мастер-класс ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

Аса илтеретпӗр, «Ешӗл Пушкӑртстан» акци тӗллевӗ тӑван районти ялсенче тасалӑхпа тата симӗс тавралӑхпа ҫыхӑннӑ хутшӑнусем йӗркелесси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи общественниксем йывӑҫсем лартнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3766632

Общественниксем, районти активлӑ ҫынсем тата ӗҫ коллективӗсем ҫирӗплетнӗ территорисенче йӗрке тунӑ, йывӑҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи общественниксем йывӑҫсем лартнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3766632

Ҫак ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе районти ятарлӑ комисси ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкулсем мӗнле хатӗрленнине тӗрӗслеме пуҫланине палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Районти вӗренӳ тытӑмӗнче пӗтӗмпе 12 шкул, 3 шкул умӗнхи тата хушма пӗлӳ паракан 3 учреждени шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Пирӗн районти ал ӗҫ ӑстисем хӑйсен ӗҫне пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Ҫапла районти аграрисем хура кӗрччен уй-хир тухӑҫне пухса илме васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Малтанах районти потребительсен обществин тытӑмӗнче, каярахпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче водительте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех