Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрнипе (тĕпĕ: пӳрни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Э-э, чим-ха, сан пата та ҫитетӗп, — пӳрнипе юнарӗ ӑна Кирле.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан пуҫне каҫӑртса пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чакалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Туртас кӑмӑлу пулсан пирус тӗпне ҫакӑнта хур, — тӗллерӗ пӳрнипе чей чашӑкӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӳрече патӗнче пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чакаласа тӑракан Денис хут таткине илсе вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Пушарӗ патне те ҫитӗп, ан васкат, ан чӑрмантар эс мана, ан пӳл, — пӳрнипе юнаса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Ку мӗн япала? — пӳрнипе тӗллерӗ вӑл ман турилкке ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Анатолий Семенович Бианкӑн куҫ хупанкине пӳрнипе сӗртӗнчӗ кӑна — йыттӑн хура шӑрҫа пек куҫӗ хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Хуҫу сан ҫине ӑшӑ куҫпах пӑхмасть те, ман кӑмӑлӑма шантӑн пулать-и? — йытӑ амине шӗвӗр пӳрнипе юнаса илчӗ Анатолий Семенович ура ҫине ҫӗкленнӗ май.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ывӑлӗ юнашар пырса тӑрсан (пырса тӑмасан та, куҫ тӗлне пулмасан та ҫавах) шӗвӗр пӳрнипе юнаса, пуҫне чӗтретсе: «Ҫук, заводран каятӑп тесе ахалех пакӑлтататӑн эсӗ! Ҫак илеме хӑйӗн аллипе тунӑ ҫын заводран пӑрахса каять-и! Ман пекех чӳлмек ӗҫӗнче ватӑлӑн! Ватӑлнӑ май ытларах та ытларах юратӑн чӳлмек ӗҫне!» — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Бригадир хуллен ҫӗкленчӗ, юпа шаршанӗ патне пырса, кашни юпана пӳрнипе тӗке-тӗке шутла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Куртӑн-и, епле хӑвӑрт улшӑнма пултарать сан шухӑшу, — пӳрнипе ун кӑкӑрне тӗкӗнчӗ Сидоркин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А-аликов! — ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫма чарӑнса, алӑк умне тухрӗ, йӗкӗте пӳрнипе юнаса илчӗ аслӑ диспетчер.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫакӑ… мӑшкӑлтӑк шывӗ-и? — ҫырӑва пӳрнипе тӗксе илнӗ май чеен кулкаласа ыйтрӗ редактор.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ курах кайрӑм: кил хуҫин сылтӑм аллинче пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни ҫеҫ, сулахай аллин пӳрнисем ҫыхланса, авӑнса ларнӑ, типсе пӗчӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сӗтел умне, Анюк ҫумне, килсе тӑчӗ те шӗвӗр пӳрнипе мӑйӑхне сӑтӑркаланӑ май, эпир ӑҫти ҫынсем пулнине, ята-хушамата ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗлтӗр эпӗ сана шӑп ҫак вырӑнта ӳкерсе илнӗччӗ, — пӳрнипе ҫӗрелле тӗллерӗ Григорий Григорьевич, — астӑватӑн-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Сан ҫакӑнта пур-и? — пӳрнипе ҫамкине тӗллесе кӑтартрӗ Салтаванов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ан суй, Микихвӗр, ан суй, — пӳрнипе юнарӗ Салтаванов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Юрӗ, юрӗ, ӳлӗмрен асра тытӑп, ҫакӑнтах картса хурӑп, — ҫамкине пӳрнипе шак-шак-шак шаккарӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӗлле Шупашкара пынӑ Петр Васильевич Нарспи пирки мӗнлерех калаҫнине аса илчӗ те йӑл-йӑл кулкаласа кил хуҫине пӳрнипе юнарӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех