Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗмӗнче (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стопкин пӳлӗмӗнче тем вӑрттӑн япала пуррине сиссе, ҫӗрле — шӑматкун — машинипе базӑна вӗҫтерсе ҫитет, заместителӗн пӳлӗмне лумпа хирсе уҫать, айӑн-ҫийӗн ухтарма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача ашшӗ, больницӑн тулти пӳлӗмӗнче пӗрре ларса та, тепре тӑрса та, пӗрре утса та, тепре юпа пек хытса та пӑхаканскер, хӑйне валли вырӑн тупаймасӑр, тӑсланкӑ шофер сӑнне куҫӗ умӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унта, Сидор Иванович Селендеев пӳлӗмӗнче, чӗп-чӗрӗ, ытарма ҫук хитре «робот» пур.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Директор пӳлӗмӗнче типмунча лекет хайхисене.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Светланӑпа юлашки хут хӑйӗн пӳлӗмӗнче курса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр кун та лӑпкӑн пурӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑтлӑ кунта, пионерсен пӳлӗмӗнче.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӳлӗмӗнче Архип Григорьевич пӗчченехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Часах вӗсем Хумкка мучисем патне ҫитрӗҫ, икӗ пӳлӗмӗнче те ҫутӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти пӳлӗмӗнче мелникпе арӑмӗ пурӑнаҫҫӗ, тулти пӳрчӗ — килен-каянсем валли.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑрккана Хумкка мучие Потапов хӑй пӳлӗмӗнче йышӑнчӗ, ялтан илсе килнӗ кучченеҫӗсене Ҫимуна пама пулчӗ, анчах хӑйпе курнӑҫма ирӗк памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ун пӳлӗмӗнче ытлашши нимех те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Мария Ивановна хӑйӗн пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче ҫаврӑнкалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫавӑнпа малтанхи инженер пӳлӗмӗнче нимӗн те улӑштармарӗ, сӗтел ҫинче выртакан хутсене те, стена ҫинчи плакатсене те, шкап ҫумне ҫапнӑ пӑтаран ҫакӑнса тӑракан плащпа шлепкене те тӗкӗнмерӗ, пукансене те вырӑнтан вырӑна куҫармарӗ; килти пахчари кӑвак ҫеҫкеллӗ чечек куршукне ҫеҫ шывлӑ кантӑк савӑтпа уҫса хуракан календарь ҫумне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Виҫҫӗмӗш участок пуҫлӑхне унӑн ӗҫ пӳлӗмӗнче тӗп инженер кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна ҫӗрле выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсен пӳлӗмӗнче Ваҫиле дежурствӑра пулнӑ чухне курнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…«Ача вӗлерекен» Веселина Кузнецова начальникӗн пысӑк пӳлӗмӗнче хӑйне ҫав тери ырӑ мар туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шалти пӳлӗмӗнче вучах пур, унсӑр пуҫне тата тюлень ҫӑвӗпе ҫунакан лампӑсем пур.

Во внутреннем отделении есть очаг и, кроме того, имеются лампы с тюленьим жиром.

Луораветлансем (чукчасем) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Виҫҫӗмӗш пӳлӗмӗнче Завьялов кӑштах япаласем пуррине курчӗ: сӗтел, темиҫе хыҫсӑр пукан, матрассем хунӑ икӗ кравать, анчах вӗсем ҫинче простыньсем ҫук…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Телефон дежурнӑй пӳлӗмӗнче, пӗрремӗш этажра.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хваттерӗн шалти пӳлӗмӗнче рояль сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех